Николай Малышкин ҫырнă «Елчĕк ҫĕрĕ ҫитĕнтернĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă

Категория: В республике Опубликовано: 04.09.2019 17:20 Просмотров: 257

Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире «Елчĕк ен» хаçат тĕп редакторĕн Николай Малышкинăн черетлĕ кĕнеки — «Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ» — пичетленсе тухнă.

Николай Малышкин кĕнеке кăларас ĕçре çĕнĕ çын мар. «Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ» унăн виççĕмĕш «пепки». Чи малтанах, 2000 çулта, вăл культурăра, искусствăра, литературăра палăрнă ентешсем çинчен «Елчĕк енĕн пултарулăх çыннисем» кĕнеке кăларнăччĕ. «Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ» кĕнеке шăпах пĕрремĕш кĕнекен тăсăмĕ.

Иртнĕ кĕнекере 66 паллă çын тата районти 4 пултарулăх ушкăнĕсем кĕнĕ пулсан, хальхинче 88 ятлă-сумлă çынсемпе пĕрлех сăмахлăхра тата халăх ятне тивĕçнĕ фольклор ушкăнĕсем те вырăн тупнă.

«Елчĕк ен» хаçат редакторĕ Николай Малышкин районтан тухнă литература, культура, искусство, ỹнер çыннисене кашнийĕн пĕлмелле тесе шутлать. Вĕсем районăн культура аталанăвĕнче пысăк йĕр хăвараççĕ. Шкул ачисемшĕн чăннипех те питех те кирлĕ пособи вăл.

«Елчĕк ен» хаçат материалĕсем тăрăх

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6