Республика хыпарĕсем

Категория: В республике Опубликовано: 29.09.2020, 10:37 Просмотров: 200

Пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистет

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче индустри инновацийĕн центрне уçасшăн. Ку ыйтăва сентябрĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тата аслă пĕлÿ министрĕ Валерий Фальков сÿтсе явнă. Андрей Александров ректор пĕлтернĕ тăрăх, «Син-Энергия» ят панă центра 2008 çулччен çар кафедри ĕçленĕ корпусра, ăна юсаса çĕнетнĕ хыççăн вырнаçтарасшăн. Вăл цифра технологийĕсен витĕмĕпе çуралакан çĕнĕ профессисемпе хăйсен пурнăçне çыхăнтарма ĕмĕтлекен çамрăксене пуçтаракан хăйне евĕрлĕ лапам пулĕ. Андрей Александров çирĕплетнĕ тăрăх, патшалăх пулăшнипе çакнашкал специальноçсене вĕрентме бюджет вырăнĕсене ытларах уйăрĕç, вуз вĕрентÿ программисене хатĕрлĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта завод тăваççĕ

2020 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» ощество территорийĕнче антрахинон мелĕпе водород перекиçĕ хатĕрлемелли производство объекчĕсенчен пĕрне тума тытăннă. Икĕ çултан кунта инженерин, водород перекиçĕн производствин оборудованийĕн, растворительсем йышăнмалли тата инженери инфратытăмĕсен корпусĕсем, продукцие пухса пымалли тĕп корпус çĕкленсе ларĕç. Çапла вара завод хута кайĕ, потребительсем патне водород перекиçĕ кашни талăкра 250 тонна е чукун çулпа 6-7 цистерна, çулталăкра 50 пин тонна таран ăсатма тытăнĕç.

Сасăлама кая юлман

«2020 çулхи Раççейри йывăç» конкурс малалла пырать. Сасăлав октябрĕн 1-мĕшĕнче вĕçленĕ. Конкурса çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 12 йывăç хутшăнать. Çав шутра _ Муркаш районĕнчи Ильинкăри вăрман хуçалăхĕнче ÿсекен 369 çулхи йывăçшăн Rosdrevo.ru сайтра сасăлама пулать. Юманăн конкурсри номерĕ – тăваттă. Аса илтерер: хăватлă йывăç çÿллĕшĕ – 24 метр, вуллин сарлакăшĕ – 1 метр та 82 сантиметр.

Ашмарина халалласа –конверт

Раççей почти тĕрлĕ регионти сумлă çынсене, унти паллă пулăмсене асра тытать. Чăвашсен паллă чĕлхеçи тата этнографĕ, 17 томлă словарь авторĕ Николай Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май конверт кăларĕç. Халĕ кăларакан конверт ученăй çуралнă кун, октябрĕн 4-мĕшĕнче, сутлăха тухĕ. Конверт çинче – Праски Виттин «Н.И. Ашмарин – академик-чĕлхеçĕ» картини. Конверта 250 пин экземпляр пичетлĕç. Ăна Раççей почтин кирек хăш уйрăмĕнче те туянма май килĕ.

Çĕр çуллăхри чи вуланакан кĕнеке

ЧР Наци библиотеки Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Чăваш Ен литератури: çĕр çуллăхри чи вуланакан кĕнеке» вулав референдумĕ ирттерет. Сумлă ята çĕнсе илессишĕн чăваш çыравçисен 100 хайлавĕ кĕрешет. Сасăлав nbcht.ru сайтра иртет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика