Техника ларать умра, иртсе каяймăн унтан

Категория: В республике Опубликовано: 21.09.2021, 11:55 Просмотров: 194

ЯЛТА пурăнакансен, уйрăмах çĕрпе ĕçлекенсен, тем тĕрлĕ техника та пур. Халь ĕлĕкхи пек лашапа сухаламаççĕ, кĕлте çапмаççĕ, çавăнпа та тракторсăр та, кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсемсĕр те май çук. Тыр-пул, вăрлăх сухан тата ытти культурăсене пысăк лаптăкра туса илекенсене маттур тесе кăна каламалла. Патак та икĕ вĕçлĕ, çавăнпа кунта та лайăххипе пĕрлех начарри те юнашарах. Ял хуçалăх предприятийĕсен техника валли ятарлă парк пур пулсан уйрăм çынсен вĕсем - умĕсенче. Хушăран иртсе кайма та çук вĕт, музейри экспонатсем пекех лараççĕ! Татмăшри Крепков урамĕнче те çакăн пек ỹкерчĕке курма май пур иккен. Кун пирки çак касра пурăнакан редакцие шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Вĕсене асăрхаттарнă пулсан та усси курăнман. Саккунпа килĕшỹллĕн "хĕрлĕ йĕртен" иртсе усă куракан лаптăкшăн аренда укçи те тỹлемелле.

"Хурçă ут", сỹре е ытти хатĕр çурт умĕнче ларни çуран çỹрекенсемшĕн кансĕр пулсан ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Вĕсем трактор е кăкарса çỹремелли хатĕрсем патĕнче выляма юратаççĕ. Аслăраххисем асăрхаттарсан та пыраççĕ. Ăнсăртран инкек курасси те инçе мар. Çавăн пекех техникăран çунтармалли-сĕрмелли материал та юхма пултарать, ку та ырă пулăмах мар.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика