Вăрманти чĕр чунсене те апатлантараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2019, 09:22 Просмотров: 228

ХĔЛЛЕХИ шартлама кунсенче хулăн юр çуса лартсан, сивĕтсен вăрманта пурăнакан чĕр чунсем валли апат сахалланать, ун пек чухне вĕсене пулăшу кирлĕ. Çавăнпа та районти вăрманçăсем хир сыснисене хĕл каçма пулăшас тĕллевпе ятарласа апатлантараççĕ. Ытларах вĕсене тырă параççĕ-мĕн. Хальхинче те чĕр чунсене хĕл каçма пулăшма 300 килограма яхăн урпа хурса панă. Специалистсем ĕнентернĕ тăрăх, çакă вĕсене хĕл кунĕсене ирттерсе яма çителĕклĕ. Сăмах май каласан, сунарçăсен кăрлач уйăхĕн юлашки кунĕччен çулталăк тултарман çамрăк хир сыснисене пеме юрать. Анчах та пур вырăнта та мар, апатлану лапамĕнче е ятарлă вырăнта çеç.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика