"Телегид" пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2019, 09:28 Просмотров: 283

"Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ" (РТРС) смартфонсем валли "Телегид" сарăм (приложени) кăларнă. Вăл çынсене цифрăллă эфир телекуравне йышăнассине йĕркелеме пулăшать.

Çак сарăмра телебашньăсен карттине тата параметрĕсене, цифрăллă эфир телеканалĕсен "настройки" валли кирлисене тупма пулать. "Телегид" урлă чи çывăхри телевидени передатчикне тупма тата ТВ антеннин направленине палăртма май пур. Унтах икĕ мультиплекса кĕрекен телеканалсен кăларăмĕсен эрнелĕх программине те пăхма пулать. Программăна çав шутрах офлайн мелĕпе те, интернета кĕмесĕрех, курма май килет.

Çывăх вăхăтра фунционала тата пуянлатĕç. Унпа усă куракансем телевидени приемникĕ цифрăллă эфир телекуравĕпе тĕл килет-и тесе тĕрĕслеме, "цифрăпа" çыхăнмалли видеоконструкцине пăхма пултарĕç... Çавăнпа çĕнĕлĕхсене куçран вĕçертмелле мар.

"Телегид" IOS тата Android платформăсенче те пур, усă куракансемшĕн вăл тỹлевсĕрех. Ăна App Store тата Play Market "уçласа" илме пулать. Тĕплĕнрех - СМОТРИЦИФРУ.РФ сайтра.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика