Илĕртрĕ йĕлтĕр йĕрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2019, 09:42 Просмотров: 294

В. Маркиданов ячĕллĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи йĕлтĕр базинче шкулсенче вĕренекенсем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, предприяти-учрежденинче ĕçлекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç.

Спорт уявне уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Алимов, Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКапа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Ỹсĕм çулĕсене кура спортсменсем 1, 2, 3 çухрăмлă дистанцисене чупрĕç. Пĕрлех ГТО нормативĕсене тултарма тăрăшрĕç.

4-5 классенче вĕренекенсенчен А. Осипова (Турханти вăтам шкул), М. Иванкин (Хирти Пикшик), 6-7 классенчен Е. Каз- мачевăпа (Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкул) А. Кудрявцев (Турхан), 8-9 классене çỹрекенсенчен К. Косойкинăпа А. Андреев (Турхан), вĕсенчен аслăраххисенчен К. Лепешкинăпа А. Андреев (Первомайскинчи вăтам шкул) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Хĕрарăмсенчен "Паттăр" ФСКари В. Осипова, Аслă Чементи Е. Сюзюкина, Пикшик ял тăрăхĕнчи Е. Краснова, район администрацийĕн ĕçченĕ, П. Логунова çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Арçынсенчен Турханти Н. Павлов, централизациленĕ клуб системинчи А. Мулюков, район администрацийĕнчи С. Быков, Аслă Чементи Г. Медведев, Пикшик ял тăрăхĕнчи Н. Григорьев чи малта.

Йĕлтĕр йĕрĕ çинче çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакансенчен Николай Григорьев 67, Николай Паймуллин 70, Василий Базманкин 72 çулсенче.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем парса чысларĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика