Ăмăртуран - çитĕнỹпе

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2019, 09:44 Просмотров: 245

Шупашкарта тĕнче класлă спорт мастерĕн, Европа чемпионачĕн призерĕн Иван Григорьевăн кубокне çĕнсе илессишĕн 2004-2006 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йăлана кĕнĕ турнир иртрĕ. Унта Чăваш, Мордва, Тутар Республикисенчи, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчи тата ытти çĕрти 130 ытла çамрăк спортсмен хутшăнчĕ.

Пирĕн район чысне "Паттăр" ФСКари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем хỹтĕлерĕç. Ачасене кĕрешỹ мелĕсене аслă категориллĕ тренер-преподаватель И. Алеев хăнăхтарать.Ранис Вахитов пĕрремĕш- М. Салихов - иккĕмĕш, П. Платонов, А. Цветков, Равиль Вахитов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем пурте Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренеççĕ.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Ф. Гайналовăн пиллĕкмĕш вырăнпа çырлахма тỹр килчĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем кубоксене, грамотăсемпе медальсене тивĕçрĕç.

Спортсменсене çула тухма районти кĕрешỹ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Ринас Вахитов пулăшрĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика