Мини-футбол турнирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2019, 09:47 Просмотров: 235

Туçари спорт залта ял тăрăх кубокне çĕнсе илессишĕн мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Унта Туçаран икĕ команда, Кивĕ Ахпỹртрен, Анат Туçаран, Çĕнĕ Ахпỹртрен пĕрер хутшăнчĕç.

Спортсменсемпе курма килнисене Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин, ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн ертỹçи П. Шашкин, В. Салмин спорт ветеранĕ саламларĕç.

Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртрĕ. Спортсменсем хăйсен ăсталăхне туллин кăтартрĕç. Тупăшура Туçасем пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Анат Туçа команди пьедесталăн виççĕмĕш картлаçĕ çине тăма тивĕçрĕ. Хастаррисенчен те хастаррисене те палăртрĕç. "Чи лайăх вылякан" - А. Кротов (Çĕнĕ Ахпỹрт), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" - В. Давыдов (Туçа), "Чи лайăх вратарь" - К. Перепелкин (Анат Туçа), "Чи лайăх тапăнса вылякан" К. Глинкин (Туçа) тесе палăртрĕç тỹресем.

Л. Каргина хăй ятĕнчен П. Кузнецова "Çĕнтерỹшĕн талпăнакан" номинацире парнепе хавхалантарчĕ.

Спортсменсем те парăмра юлас мар терĕç. Чăваш ял хуçалăх академинче физкультура предметне вĕрентекен В. Глинкина "Чи лайăх судья" ят парса чысларĕç.

А. КУЗНЕЦОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика