Шăпчăк саслă хĕрарăм

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2019, 10:06 Просмотров: 241

Анне мана çуратнă чух

Атте килте пулайман.

Çавăнпа та телей патне

Аннем утса тухайман.

Анне мана çуратсассăн

Шур çитĕпе чĕркеймен.

Шур çитĕпе чĕркеймен те

Телейлĕ ỹс тееймен.

Куççульне шăла-шăла юрлать Вăтаелĕнчи Лидия Димитриевна Виноградова. Ытла та юрра ăста вăл. Ялта урăх ун пек пултаруллă юрăç çук пирĕн. Çамрăкрах чухне пĕр концертран юлман вăл. Ăçта кăна çитмен-ши пултарулăх ушкăнĕпе! Юррисене те радиопа параканнисене юрламан. Ачаран асра хăварнă чăн-чăн чăваш юррисене тата хăй шухăшласа ăсталанисене. Ираида Вдовина тесе калас килет манăн ăна.

Юррисем те тĕрлĕрен унăн. Темшĕн ытла та хурлăхлă, чуна куççульпе тултараканнисене шăрантарать вăл. Чăннипех те, аса илсен макăрмалăх пур унăн. Тăван амăшĕнчен икĕ эрнере юлнă. Пĕчĕк хĕрне çуратнă хыççăн вĕрĕлсе çĕре кĕнĕ вăл. Çапла тĕпренчĕкĕ тăлăха юлнă. Лидяран аслăрах аппăшĕ пулнă тата. Ашшĕ тепре авланнă. Татмăш хĕрне илнĕ. Ку та нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Хальхинче Туçа хĕрĕпе пĕрлешнĕ ашшĕ. Кунпа та инкек сиксе тухнă. Канаша кайнăскер, çăкăр лавккине кĕрет те черете тăрать. Хуралçă ăна çăкăр вăрласа тухать тесе пăшалпа персе пăрахнă. Тепре те авланать ашшĕ, унпа та нумай пурăнаймасть. Тата… тата.

Пиллĕкмĕш арăмĕпе вара мĕн виличченех пĕрле пурăннă. Тата виçĕ хĕр çуратнăччĕ вĕсем. Çак пиллĕкмĕш амаçури амăшĕ ỹстернĕ те ăна. Халь начарпа аса илмест Лидя аппа нихăшне те. Анчах ачалăх кунĕсене "таврăнсан" куççульленмесĕр чăтаймасть.

"Те пĕрремĕш, те иккĕмĕш класра вĕренеттĕмччĕ. Мăнкун çитес умĕн пулнăччĕ ку ĕç. Ун чухне килсерен заем çырăнтаратчĕç. Лотерей вылявĕ пек, вăхăт-вăхăт вылявĕ тухатчĕ. Пĕррехинче пĕчĕкрех йăмăкăм çак заемсемпе выляса тĕп сакайне ярса пынине куртăм. Шăп çав кунхине заем вылявĕ килнĕ иккен. Аттесем шыраççĕ, тупаймаççĕ. Ăçтине кăтартрăм та, йăмăк тĕп сакайне эпĕ янă тесе каларĕ. Мана аттепе анне çилленсе хама унта хупса хучĕç. Эпĕ ăнлантаратăп, анчах итлемерĕç те. Çĕр каçрăм вара çавăнта. Хăраса, йĕрсе çĕре ирттертĕм. Ир енне кайсан пуçпа тĕрте-тĕрте тĕп сакай хăмине уçрăм та урама чупса тухрăм. Ăçта каяс? Çывăхра тупаççĕ. Хамăр ялтан 7 çухрăмри Йăлăмра тăван аннепе пĕр тăван аппа пурăнатчĕ. Çавсем патне вĕçтертĕм. Çара уран, çуркуннехи сĕлкĕшсем те çаплипехчĕ. Хам чупатăп, урасем тукмак пек пулчĕç. Çитессе çитрĕм, анчах аппасен кил вырăнĕнче никĕс çеç тăрса юлнă. Кăшкăрса йĕрсе ятăм. Кỹршисем шăпах урамра. Вĕсем ман аппа кỹршĕ яла качча кайни çинчен каларĕç, тĕлне кăтартса ячĕç. Унта вĕçтертĕм. Аппасем патне çитсен туйми пулнă урасене çуса тасатрĕç. Вĕсем какайланса кайнăччĕ, юн юхатчĕ. Пĕр эрне нушалантăм. Çапах та вилмерĕм. Аппасем тăхăнмаллисем илсе пачĕç. Анчах мана атте шыраса тупрĕ те киле илсе таврăнчĕ. Çынсем ял çинче хĕрне хăваласа кăларса янă тенĕ сăмах кăларнă иккен. Аван мар терĕç пуль.

Ытларах асанне пăхнă мана. Вăл вилсен пурнăç тата йывăрланчĕ.

Шкула çỹрекелерĕм. Ангелина Егоровна ирĕксĕр илсе кайрĕ. "Тăнлă-пуçлăскер, сан вĕренмеллех",- терĕ. 14 çула çитсен килтисем мана укçа тума Çĕпĕре кăларса ячĕç. Атте Патăрьелĕнче пурăнакан тăвансем патне леçрĕ. Лешсен аслă хĕрĕ, пĕрре кайса ĕçлесе килнĕскер, тепре кайма хатĕрленет иккен. Мана çавăнпа пĕрле ăсатаççĕ. Çие тăхăнма ырă тумтир те çук. Амаçури аннен кивĕрех фуфайки пурччĕ. Çавна тăхăнма тăтăм та, ăна туртса илсе кăмака çине ывăтса ячĕ. Канаша çити полуторка машинан кузовĕ çинче ларса кайрăм. Урара çĕтĕк çăпатапа тăла чăлха. Мĕнлерех Çĕпĕре çитнине те астумастăп. Çăпатапа тăла чăлхана аран хывса илни паянхи кун та асрах.

Çĕпĕрте Вăтаел çыннисем пурăнатчĕç. Пĕри Палюк ятлăччĕ, теприне Сурăх Çумми тетчĕç. Мана Палюк тетесем патне пăрахса хăварчĕ те ку хĕр - эпĕ ăна урăх курман. Палюк тетесене эпĕ питĕ килĕшнĕччĕ. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнăччĕ те мана. Кил-çуртра ĕçлесси, выльăх-чĕрлĕх пăхасси ним те марччĕ. Вĕсем патĕнчех пурăнтăм. Асаттепе асанне теттĕм вĕсене. Мана сухăр юхтарнă çĕре вырнаçтарчĕç. Пĕрремĕш ĕç укçи 1200 тенкĕ илнĕччĕ. Ку маншăн çав тери пысăк укçа шутланнă ĕнтĕ. Аттепе анне валли икĕ фуфайка, тепĕр посылкăпа кăçатă ярса патăм. Ăнланнă ĕнтĕ вĕсем мĕншĕн ярса панине.

Анчах атте йывăр чирленĕ тесе çыру ячĕç. Питĕ лайăх ĕçе пăрахсах яла килме тиврĕ. Аван ĕçленĕшĕн çĕвĕ машини, пусма-тавар парса ячĕç. Анчах киле çитсен пĕри те мана тивмерĕ. Атте вара чăннипех те больницăра выртатчĕ. Йĕре-йĕрех каçару ыйтрĕ манран. Аттене епле çилленен-ха ĕнтĕ. Вилме тесе кăларса ячĕç пулсан та…

Ялта нумай пурăнаймарăм… Çамрăксем çерем çĕр уçма тухса кайнине пĕлтĕм те эпĕ те вĕсемпе пĕрле кайрăм. Пĕр сезонтан ытла пулма май килмерĕ унта. Яла килсен çамрăксем каллех Çĕпĕре каяссине пĕлтĕм. Нумайăнччĕ вĕсем: Валентинăпа Тамара Кадкинасем, Овечкина Акулина, Нягина Валя, Ябрукова Елинкка, Михайлова Раиса, Овечкин Аркадий, Виноградов Толя, Шайкина Дина. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле тухса кайрăм. Аванах вырнаçрăмăр, питĕ килĕшетчĕ хама.

1960 çулхине тăван яла курма тесе килтĕм. Октябрь уйăхĕ. Сивĕ. Çăрăлчăк. Кỹршĕсем патне улаха тесе çĕр выртма каçнăччĕ. Сасартăк чỹречерен шаккарĕç. Аялти кĕпе вĕççĕнех урама сиксе тухрăмăр. Мана лаша çине лартрĕç те тĕк пек вĕçтерчĕç. Ăçта иккенне пĕлмесĕрех Вăтаелне качча вăрласа кайрĕç. Виноградов Ваççана. Хĕр кăларма пыраканĕсем унăн тăванĕсем Виноградов Ваççапа Виноградов Толя пулнă. Мана çавăн чухне пулас упăшка каларĕ: "Сана Добрик ятлă лашапа кăларса килтĕмĕр, манса ан кай. Çапла ырă пурăнмалла пултăр", - терĕ.

Хамăн ялта килĕштерекен ача пурччĕ. Тепĕр кунне мана шыраса илме те каçса пăхрĕ. Ăçтан тухса каятăн ĕнтĕ пĕр кăларса каçнăскер. Çапла тăватă кун упăшкапа пурăнса юлтăм. Салтака каймалли ачаччĕ вăл. Салтака кайрĕ вара упăшка.

Виçĕ çул çурă салтак арăмĕ пулса пурăнтăм пăянамсем патĕнче. Ялти сысна фермине ĕçе вырнаçрăм. Аванах ĕçленĕ пуль çав. Кунта та мана çĕвĕ машини парса хавхалантарчĕç. 1963 çул вĕçĕнче шăпах çĕнĕ çул каç салтакран таврăнчĕ мăшăр. Ун чухне пурнăç çăмăлах марччĕ. Пăятам ман вăрçăран аманса таврăннă та нумай пурăнайман. Пăянама, 5 ывăлне пĕчченех тенĕ пек пăхса ỹстернĕскерсене, вĕсене мĕн те пулин парса уйăрса кăларма çăмăлах пулман пуль çав.

1967 çулхине уйрăлса тухрăмăр. Пĕрисем ялтан куçса кайнăччĕ те çавсен пушă çуртне кĕтĕмĕр. Выртса тăма, ларса çиме нимĕн те çук. Эй, Турă каçартăрах ĕнтĕ, фермăран 7 михĕ вăрласа килтĕм. Улăм тỹшекпе икĕ минтер туса çĕлерĕм, çапла пурăнма тытăнтăмăр вара. Шăпах ывăл ача çуралнăччĕ те, ун валли сăпка, пĕчĕк тỹшеккипе минтерне Кудрявцева Евген инке туса килсе пачĕ. Паянхи кун та ырăпа асăнса пурăнатăп ăна.

Хам фермăра ĕçлеме пăрахман, сыснасем патĕнчен ĕнесем патне куçрăм. Вăтăр çул фермăра вăй хунă. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралса пычĕç. Пĕр ывăл та пилĕк хĕр çуратса ỹстертĕмĕр мăшăрпа. Мăшăрăм вара, Василий Иванович Виноградов, 43 çул колхозра тракторист пулса ĕçлерĕ. Çуртне пĕрле пурăннă чухне тата икĕ хутчен те çĕнĕрен тунă. Халĕ ачасем пурте ỹссе çитĕннĕ, хăйсем çемьеллĕ пулнă. Мăнуксен ачисем те пур. Пурăнмалла кăна. Шел, мăшăрăм йывăр чирлесе çĕре кĕчĕ. Юрать, ывăлăн çемйи пур. Çавсемпе пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр.

- Лидя аппа, ялан хурлăхлă юрă ан юрла-ха. Чуна çĕклекеннине шăрантар,- тетĕп ăна.

- Анне мана çуратнă чух

Шăпчăксем те юрланă.

Çавăнпа та шăпчăк саслă

Эпĕ пулса юлайнă…

Мĕнех калайăн ку сăмахсем хыççăн.

Валентина ЯКОВЛЕВА. Вăтаел ялĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика