Тăван тавралăх тасалăхĕшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2019, 22:53 Просмотров: 252

Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем тĕрлĕрен ырă кăмăллăх акцине хутшăнаççĕ. Çак ĕçе вĕсене ытларах чухне ялти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов явăçтарать. Анатолий Валентинович ашшĕсен канашĕн председателĕ те.

Ку хутĕнче ачасем пластик савăтсен пăккисене пуçтарчĕç. Кашни класах анлăн явăçрĕ унта. 15 килограмм пухăнчĕ те. Линейкăра вара А. Кольцов çĕнтерỹçĕсене палăртса футбол мечĕкĕсем парнелерĕ. Пĕрремĕш вырăна 10 класра (ертỹçи Г. Мылова), иккĕмĕшне - 3 (Т. Раевская), виççĕмĕшне 4 (О. Кокель) класра вĕренекенсем тухрĕç.

Пухнă пăкăсене шăратса иккĕмĕш хут ĕçе кĕртме яраççĕ.

Тĕлсĕр пăрахса пĕтернĕ, вырăнта çунтарнă пластик савăт, пăкăсем тавралăха тирпейсĕрлетеççĕ, сывлăша варалаççĕ. Юхан шыв çыранĕсенче мĕн чухлĕ вĕсем! Çĕршер çултан та ирĕлсе е çĕрсе пĕтмеççех. Пухса тепĕр хут ĕçе кĕртни вырăнлах. Хут е кĕленче, тимĕрпе танлаштарсан пластик наркăмăшне нумай кăларать. Çавăнпа та вĕсене çỹп-çап купи çине пăрахиччен е çунтариччен пухма тăрăшмалла. Çакă хамăр сывлакан сывлăша вараламасть.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика