Ачасем те ĕçсĕр лармаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2019, 22:55 Просмотров: 232

Ялти ачасенчен нумайăшĕ мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ỹсет. Вĕсем ашшĕ-амăшне пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатма, выльăхсене валли утă пухса кĕртме пулăшаççĕ. Вăтам тата аслă классенче вĕренекенсене çуллахи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем патĕнче те курма пулать.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та çитĕнекен ачасене вăй хумалли вырăн тупса парассипе тимлет. 2018 çулта çул çитмен 600 çамрăка ĕçпе тивĕçтерме палăртнăччĕ. Вĕсене тỹ- леме республика бюджетĕнчен 253631,22 тенкĕ, вырăнтинчен 130000 тенкĕ уйăрнă.

Çулталăкра 600 ачана ĕçпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 112-ш-_ сахал тупăшлă, 13-шĕ тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчен. Вĕренекенсем шкул территорийĕсенче, пĕлỹ çурчĕ çумĕнчи вĕрентỹпе опыт участокĕсенче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăксене тасатса тирпейленĕ çĕрте тăрăшнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă профилактика учетĕнче тăракан тăватă çамрăк та вăй хумалли вырăн тупнă. Вĕсем "ПМК Батыревская-9", "ЕвроОкна" пĕрлешỹсенче тата Хирти Пикшикри, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче тимленĕ.

С. АБЛЕСОВА, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп специалисчĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика