Таркăна тытма карта урлă сиксе каçмах тивн

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2019, 23:08 Просмотров: 188

ĕ РАЙОНТИ ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем юлашки икĕ çулта çак пуçтах пирки 18 хут административлă протокол çырнă! Вăл шутра хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманшăн, пысăк хăвăртлăхпа çỹренĕшĕн, автомашинăна страхланине ĕнентерекен документ пулманшăн тата ытти те... Хальхинче вара пакунлисем харăсах икĕ статьяпа усă курнă. Пĕрремĕшĕ _ РФ КоАПăн 12.26 статьян 1 пайĕпе ("Невыполнение водителем транспортного средства законного требования о прохождении медицинского освидетельствования на состояние опьянение", иккĕмĕшĕ _ РФ КоАПăн 19.3 статйипе ("Неповиновение законному распоряжению сотрудника полиции").

Шăнкăртамра пурăнакан "Лада Приора" хуçи пĕр каçхине хăй ỹсĕр пулнине пăхмасăрах Патăрьел урамĕпе унталла-кунталла хăваласа çỹренĕ. Çакскер çул-йĕр инспекторĕсен автомашинине курсанах тарма хăтланнă. Патруль службин сотрудникĕсем - П. Поляков полици лейтенанчĕпе И. Козлов полици майорĕ - автомашинăна чарнă хыççăн водитель кỹршĕсен еннелле тапса сикнĕ. Преступника тытса чарас тĕллевпе çул-йĕр инспекторĕн çỹллĕ карта урлă та сиксе каçма тивнĕ. Хăйĕн ăссăрла хăтланăвĕшĕн водителĕн саккунпа явап тытма тивĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика