Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ Патшалăх Канашне янa çырупа паллаштарчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.01.2019, 23:12 Просмотров: 192

Михаил ПЕТРОВ, район пуçлăхĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру - Чăваш Енре пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ те кĕтнĕ документ. Çырура пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе малашлăх плансене палăртрĕ.

Михаил Васильевич республикăра коррупци ыйтăвĕпе татăклăн ĕçлемеллине, çирĕп йĕрке пулмаллине каларĕ, строительство ĕçĕнчи çитĕнỹсене, халăха социаллă пулăшу парас ĕçри ăнăçусене асăнчĕ. Халăхшăн хальхи вăхăтра чи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ыйту - коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ йĕрке пирки сăмах хускатни пулчĕ. Кун пирки татăклă йышăну тăвиччен ял тăрăхĕсенче вырăнти халăхăн сĕнĕвне шута илме сĕнчĕ Михаил Васильевич.

Пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Республики çулсеренех малалла аталанса, вăй илсе пырать. Çакна пирĕн республика Раççей шайĕнче курăмлă вырăн йышăнни те çирĕплетет.

Рудольф СЕЛИВАНОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕпе паллашма эпир районтан пысăк ушкăнпа хутшăнтăмăр.

Çырура Михаил Васильевич Чăваш Ен пурнăçĕн мĕн пур енне тишкерчĕ, регионăн стратеги çул-йĕрне, Правительство, Патшалăх Канашĕн, хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен аталану тĕллевĕсене палăртрĕ. Кашни çулах Çырăва тĕплĕн, Чăваш Енре пурăнакансен, общество организацийĕсен шухăшĕсене шута илсе хатĕрлени сисĕнет. Çакă вăхăт хистевĕ çеç мар, халăх пурнăçне тата ытларах лайăхлатас тĕллевпе те çыхăннă.

Патшалăх Канашне янă Çыру питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унта асăннă кĕске тезиссем патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемшĕн, бизнес представителĕсемшĕн тата ыттисемшĕн те çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçĕн никĕсĕсем пулса тăраççĕ. Çакна пурнăçа кĕртес тесен пирĕн чăн малтанах хамăр еннелле инвестицисене явăçтармалла, тĕрлĕ шайри программăна хастар хутшăнмалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕ ку тĕлĕшпе республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура иртнĕ çул ял территорисене аталантарас тĕллевпе пурнăçламалли программăпа ыттисемпе пĕрлех Патăрьелсем те çĕнĕ клуб (Ишлĕре) уçнине асăнчĕ. Унсăр пуçне пĕлтĕр çеç икĕ ФАП, Ишлĕпе Шăхач ялĕсенче çулсем хута кайрĕç, Шăнкăртамри Ф. Чабатов фермерăн выльăх пусмалли тата биокаяшсене тирпейлекен цех ĕçе пикенчĕ. 2018 çулта районта 8 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ, 60 ĕç вырăнĕ уçăлнă. Ку тĕлĕшпе малашне те тĕллевлĕ ĕçлесшĕн.

Анатолий КОЛЬЦОВ, Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ пирки нумай каларĕ. Сывлăх сыхлавĕн наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçе укçа-тенкĕ те сахал мар уйăраççĕ. Çавна май çынсен пурăнас кун-çулĕ ỹсет. Ялсенче те 100 çултан иртнисем пур. Çакă аван.

Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче Татмăшра тата Еншикре модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçрĕç. Çакнашкал сывлăх сыхлавĕн çурчĕсене пирĕн районта çеç вуннăшне çĕнетни савăнтарать.

Районта "Медицина организацийĕн пуçламăш санитари пулăшăвне паракан çĕнĕ модельне тăвасси" приоритетлă проект ĕçе кĕчĕ. Ку енĕпе республикăри 22 сиплев учрежденийĕ ĕçлет. Унчченрех регистратурăра амбулатори карттине шырасси нумайрах вăхăт илнĕ. Халĕ апла мар. Ачасене диспансеризаци кăларасси те лайăхланнă. Йышăнăва кĕме маларах çырăнаççĕ. Ача-пăча поликлиникисене сиплев ĕçĕнчи ку чухнехи медицина аппаратурисемпе тивĕçтерни ĕçе тата та лайăхлатма пулăшмаллах.

Ирина ПОЛЯКОВА, районти ачасене хушма пĕлỹ паракан центр директорĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура вĕрентỹ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Уйрăмах ачасен пĕлĕвне, хушма пĕлĕвне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Эпир хушма пĕлỹ навигаторĕ вĕрентỹ проекчĕпе ĕçлетпĕр. Вăл ачасен ашшĕ-амăшĕшĕн те меллĕ. Çитĕнекен ăру миçе çулхине тата хăш енне кăмăлланине кура хĕрĕ е ывăлĕ явăçма пултаракан секци-кружока суйласа илме пултарать.

Вĕрентỹри пилотлă проектсем кашни ачана ỹсĕм çулĕ çине тăратма май па раççĕ. Çакăнтан вĕсен ăсталăхĕ те аталанма пултарать. Чун туртăмĕ майлă професси суйласа илесси те вĕсен шкул саккинченех пуçлантăр.

Ферид АБИТОВ, районти централизациленĕ клуб системин сасă режиссерĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвне çулленех итлетĕп эпĕ. Кашнийĕшĕ пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Çакă - вăхăт хистевĕ.

Кăçалхинче Михаил Васильевич республикăри ялсенче çĕнĕ клубсемпе культура çурчĕсем чылай хута янине палăртрĕ. Çак чыс пирĕн района та çитрĕ. Ишлĕре ăна чыслă лару-тăрура уçрĕç. Тикешре тата Анат Туçара культура çурчĕсене юсарĕç. Çакă хăтлă çуртсенче артистсене культура мероприятиĕсем ирттерме хавхалантарать. Сцена ăстисем сахал мар пирĕн. Патăрьелĕнчи юрăпа ташă, "Евгения" ташă халăх ансамблĕсене, Патăрьелĕнчи тата Хирти Пикшикри халăх театрĕсене, Каншелĕнчи "Çăлкуç", Первомайскинчи "Шуçăм", Шăхачри "Умарина", Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ансамблĕсене, Сăкăтри халăх хорĕпе пуканесен театрне çỹрекенсем пултарулăхĕсене çулленех ỹстерсе пыраççĕ. Иртнĕ çул "Ăраскал" ансамбль районти чылай яла çитрĕ. Юрăçсемпе ташлакансен ăсталăхне вырăнсенче кăмăллăн йышăнаççĕ.

Александр ВЛАДИМИРОВ, "Корма" агрофирма директорĕн çумĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва тỹрĕ эфирпа итлерĕм. Михаил Васильевич ял хуçалăхĕ тата ăна аталантарасси пирки каланă сăмахсем маншăн питĕ çывăх пулчĕç. Чăнах та, юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕ. Патшалăх пулăшăвĕ пуртан çуллен техника паркне пуянлататпăр. Пĕлтĕр çеç МТЗ-1221 маркăллă трактор, дискатор, культиватор туянтăмăр, вĕсемшĕн пире субсиди тивĕçрĕ. Кăçал "Амазония" сеялка илме палăртатпăр. Сăмах май, район территорийĕнчи пĕр хуçалăхра та хальлĕхе ун пекки çук.

"Хурçă утсем" тата кăкарса çỹремелли агрегатсем çĕнĕ пулни çурхи тата кĕрхи ĕçсене вăхăтра вĕçлеме, пахалăхлă вăрлăх туянса тăкакланă укçан пĕр пайне патшалăх саплаштарни пысăкрах тухăç туса илме май парать. Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ культурăсем пĕр гектартан 30 центнертан кая мар пулчĕç.

 

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика