Тырă тарсăр çитĕнмест, выльăх та тарсăр ỹсмест

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2019, 17:55 Просмотров: 302

Выльăх-чĕрлĕх тата ỹсен-тăран отраслĕсенчи пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетес тата кăçалхи тĕллевсене палăртас шутпа район администрацийĕн Пысăк залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тата агропромышленность ветеранĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ канашлу иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ.

Ял хуçалăхĕшĕн пĕлтĕрхи çул мĕнлерех пулчĕ-ха? Çанталăк условийĕсене аса илсен - çăмăлах мар. Çу кунĕсем типĕ те шăрăх килчĕç, апла пулин те район республикăри ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшĕве пурнăçларĕ. Çĕр улмин тухăçĕ çеç палăртнă чухлĕ пулмарĕ. Çумăр çуманран "иккĕмĕш çăкăр" çителĕклĕ ỹсеймерĕ. Кăтартусене кура Юхмапа Пăла тăрăхĕ ресубликăри районсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн тухнă. Анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çитменлĕхсене пĕтерсе, çĕнĕлĕхсемпе усă курса тата малалла аталанма тăрăшмаллине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов.

Ял хуçалăх предприятийĕсен те, фермер хуçалăхĕсен те вăй хумалли, шута илмелли çителĕклех. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен начальникĕ Л. Кузнецов тунă докладран çакă питĕ лайăх курăнчĕ. Акă, пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 26,7 центнерпа танлашнă. Начар тесе калма çук, анчах вăл тата пысăкрах пулма та пултарнă-çке. "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕн, "Исток", "Красное знамя", "Батыревский" хуçалăхсен 30 центнертан та иртнĕ, çав вăхăтрах "Мир", "Сидели" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхăн 10 центнер ытларах кăна. Мĕншĕн пĕрисен кĕлечĕсем тулли, теприсен вара çурма пушă? Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: пусă çаврăнăшне пăхăнманни, тăпра пулăхлăхне анализ туса пуянлатассишĕн тăрăшманни, паха вăрлăхсемпе усă курманни... Пăхман çĕртен тупăш илейместĕн, кăна кашнийĕ пĕлет. Çав вăхăтрах витесем çумĕнче купаланса выртакан тислĕке хире илсе тухма васкаманнисем те пур-мĕн.

Ака е вырма еплерех иртесси техникăран та нумай килет. Кивĕ, пĕр вĕçĕм юсав ыйтакан тракторсемпе инçе каямастăн. Районĕпе пĕлтĕр 26 çĕнĕ "хурçă ут" туяннă, унтан 20-шне фермер хуçалăхĕсем, ыттине - ял хуçалăх предприятийĕсем. Кăтарту пĕчĕк. Кỹршĕри Елчĕк районĕнчи хуçалăхсенчен тĕслĕх илсен аван, вĕсенче техника паркне пуянлатсах тăраççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем начар мар. Иртнĕ çул районĕпе 10 тонна ытла аш-какай туса илнĕ, çакă 2017 çултинчен 11,1 процент нумайрах. Хуçалăхсенчен ку тĕлĕшпе 9 хуçалăх, уйрăмах "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ аван тăрăшнă. 38 фермер хуçалăхĕнчен 16-шĕ продукци нумай илнĕ.

Сăвăм 2018 çулта 46 пин тонна ытла пулнă. Агропромышленность комплексĕнче пĕр ĕнерен вăтамран 5676 килограмм сунă, виçĕмçул - 5408. "Исток", "Красное Знамя", "Труд", "Батыревский" ял хуçалăх предприятийĕсем ку çула ỹсĕмпе кĕтсе илнĕ. Вĕсенче тулăх апат çитереççĕ, профилактика мероприятийĕсене ирттерсех тăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя" хуçалăхсенчи пĕр ĕне вăтамран 6 пин килограмм ытла сĕт антарнă. Çав вăхăтрах 3 пин ытла килограмм ытларах сăваканнисем те пур. Вĕсен шăпах малта пыракан хуçалăхсен опычĕпе паллашсан аван пулмалла.

Выльăхран продукци илесси ăна вăхăтра йăхтарнинчен те нумай килет. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2176 ĕнене, вăл шутран 525 пушмак пăрăва йăхтарнă. Шел пулин те, ялсенче техник-осеменаторсем çитменнипе искусствăлла майпа йăхтарасси патне тимлĕх çителĕклĕ уйăраймаççĕ.

Л. Кузнецов кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене паракан патшалăх пулăшăвĕпе те, тумалли ĕçсемпе те кĕскен паллаштарчĕ. Çавăн пекех пуçтарăннисене тĕрлĕ банк представителĕ çăмăллатнă кредитсем пирки каласа пачĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика