Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2019, 18:01 Просмотров: 227

 

Хуçалăхсене аталантарасси тавра калаçĕç

Нарăс уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче  Мускав  мэрийĕнче Хресчен

/фермер/ хуçалăхĕсен ассоциацийĕпе Раççейри ял хуçалăх кооперативĕсен /АККОР/ XXX съезчĕ иртĕ. Съезда çĕршывăн мĕн пур регионĕнчен 800 яхăн делегат хутшăнĕ. Вĕсен йышĕнче, паллах, Чăваш Ен представителĕсем те пулĕç. Мероприятие хутшăнакансем Раççейре фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсене аталантарасси тавра калаçĕç.

 

 Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ

Аса илтеретпĕр: 2019 çулта Республика кунне  Шупашкарта тата Улатăр районĕнче уявлĕç. Çавна май Кивĕ Эйпеçре хĕрсех уява хатĕрленеççĕ. Йăх уçланкинче 16 пÿрт хута яма палăртнă.

«Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ăс-хакăл  олимпиадине   хутшăннă

Чăваш Ен студенчĕсем федерацин Атăлçи округĕнче «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ăс-хакăл олимпиадине хутшăннă. Чăваш наци библиотекинче иртнĕ регион тапхăрне 6 аслă шкулпа 16 техникум команди хутшăннă. Пĕтĕмпе — 180 çын. Вăйă пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн пĕрлештернĕ команди мала тухнă. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн «Ярославна ачисем» ушкăнĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренекенĕсен команди ЧППУн «Кассиопея» ушкăнĕпе виççĕмĕш вырăн пайланă. Аса илтерер, «Федерацин Атăлçи округĕн студенчĕсемпе шкул ачисен ăс-хакăл олимпиади — «Федерацин Атăлçи округĕн çĕнĕ общество проекчĕ» конкурс çĕнтерÿçи. Кăçал вăл пуш уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Саранскра иртĕ.

 Çĕр улми куравĕ

Февралĕн  28 – мартăн  1-мĕшĕсенче Шупашкарти «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми куравĕ – 2019» куравĕ вун пĕрмĕш хут иртет. Куравра наука-практика конференцийĕсем, «çавра сĕтелсем» пулĕç. Мероприятие хатĕрленнĕ май ача-пăча хушшинче республикăри пултарулăх конкурсĕ иртĕ. Ачасен ĕçĕсене икĕ номинаципе хаклĕç: «Тĕлĕнтермĕш çĕр улми» (ÿкерчĕксен)  тата «Ĕмĕтĕмри çĕр улми» (сăн ÿкерчĕксен). Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе дипломсем парса хавхалантарĕç. Ĕçсене февралĕн 15-мĕшĕччен Шупашкарти Афанасьев урамĕнчи «Эткер» центрта йышăнаççĕ.

 «Тĕрĕ тĕнчи»

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Тĕрĕ тĕнчи» курав уçăлнă. Унăн тĕп тĕллевĕ — чăваш халăх культурипе тата историйĕпе, этника хаклăхĕпе, пултарулăх ăстисемпе, чăваш тĕррин техникипе тата хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарасси. Куравра паллă чăваш ăстисен — Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Екатерина Ефремова, Валентина Минеева, Нина Ермолаева — коллекцийĕсенчи тĕслĕхсемпе паллашма май пулнă. Курава килекенсем кисетсем, панно, карас телефонне валли футлярсем, куçлăх, минтер, салфетка, кавир, наци орнаменчĕллĕ тата символикăлла галстуксем туянма пултарнă.

 Хăнасем – Германирен

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсен çулленех Германири  ферма хуçалăхĕсенче  стажировка тума май пур. Нумаях пулмасть аслă шкула Берт Волбринск фермерпа стажировка тухма пулăшакан организаци  кураторĕ Анастасия Струкова собесодовани ирттерме килнĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика