Ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем тавра

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2019, 18:03 Просмотров: 348

Районти ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ эрнере Çĕньял, Турхан, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Ыхра Çырми ял поселенийĕсенче халăхпа тĕл пулса 2018 çулхи ĕç итогĕсене пăхса тухнă, кăçалхи тĕллевсене палăртнă.

Кỹршĕллĕ пурăнакан Çĕньял тата Турхан ял тăрăхĕсенчи граждансен пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх депутачĕсем, общественность представителĕсем хутшăннă. Пухусенче Çĕньял тата Турхан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Мария Мадюкова тата Александр Еремеев иртнĕ çул поселенисенче туса ирттернĕ ĕçсем пирки отчетсем туса панă, 2019 çулта пурнăçламалли задачăсем çинче чарăнса тăнă.

Пухусем умĕн Рудольф Селиванов ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе уйрăммăн калаçнă, 2018 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене çивĕчлетнĕ. Хăш-пĕр ыйтупа тата тимлĕрех ĕçлемеллине, икĕ ял тăрăхĕнче те усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе, поселени чиккисене палăртассине вĕçлессипе, пуçару бюджечĕн программине хутшăнассипе ĕçе пайăр- латмаллине çивĕчлетнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Ял тăрăх пуçлăхĕсем отчетсенче тĕпрен илсен федераци, республика программисене хутшăнса ялсенче пурнăçланă ĕçсем, халăх хастарлăхĕпе тунă улшăнусем пирки каланă. Ку тĕлĕшпе икĕ ял тăрăхĕнче те "Ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси", "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси", "Çурт-йĕр" программăсемпе çынсен, нумай ачаллă çемьесен, çамрăк мăшăрсен ыйтăвĕсене татса панă. Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе те ĕçлесе пыраççĕ. Акă, Турхан ял тăрăхĕнче 2011-2018 çулсенче ултă çемье харпăрлăха çĕр ыйтса заявлени çырнă, пурин ыйтăвне те тивĕçтернĕ.

2018 çулта Турханта республикăри ял тăрăхĕсене аталантармалли программăпа тĕнчипе паллă ỹнерçĕн А. Кокелĕн çурт-музей таврашĕнчи территорине тирпейленĕ. Кăçал вара Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ мероприятисемпе çыхăнтарса музей-çурта реставрацилеме пăхнă. Çакă Турхансемшĕн çеç мар, Патăрьел районĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç.

Çĕньял ял тăрăхĕ те кỹршĕсем пекех хăйĕн мухтавлă ывăлĕпе, тĕнче шайĕнче кĕрлекен халăх поэчĕпе - Геннадий Айхипе - мăнаçланать. Кăçал поэтăн 85 çулхи юбилейне республика шайĕнче уявлама палăртни чăн малтанах Çĕньялсемшĕн чыс. Çакă вĕсене тата пикенерех ĕçлеме, çĕнĕлĕхсем шыраса тупма, тавралăха тирпейлеме хистет. Ял пуçлăхĕ М. Мадюкова хăйĕн докладĕнче çакнах палăртнă, кăçал пĕлтĕр туса çитереймен ĕçсене ял халăхĕпе килĕштерсе пурнăçлассине шантарнă.

Пухăва хутшăннă граждансем урамсенчи тирпей-илем, çулсене юсас, хальхи вăхăтра вĕсене юртан тасатса тăрас, çỹп-çап ыйтăвне тата ыттине те хускатнă.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика