Ырă ĕçĕ манăçмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2019, 18:09 Просмотров: 252

Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКра Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, наци кĕрешĕвĕн Раççей спорт мастерĕ Г. Араев ячĕпе шкул ачисем хушшинче спартакиада шучĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусем иртрĕç. Кăçалхипе вăл 34-мĕш хут пулчĕ. 2006 çултанпа вара вĕсене шкулсенче вĕренекенсен спартакиади шутне кĕртнĕ.

Спортсменсене район администрацийĕн строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, "Паттăр" ФСКапа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн ертỹçи Д. Тазетдинов, Ыхра Çырми вăтам шкул директорĕ М. Сайдашев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ М. Зейнетдинов, Гилач Миначевичăн ывăлĕсем Рафаильпа Равиль, хĕрĕ Флюра, унăн воспитанникĕ, Хирти Пикшик вăтам шкул директорĕ И. Камалетдинов тата ыттисем саламларĕç. Вăхăтĕнче республикăра палăрнă Г. Араев пирки ăшă сăмахсем сахал мар каларĕç.

Ăста вĕрентекен, ырă кăмăллă çын, кăтартуллă атте пулнă Гилач Миначевич. Унăн ĕçтешĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн преподавателĕ Н. Трифонов вăл районта ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе иртекен ăмăртусене пуçласа яракан пулнине палăртрĕ.

Г. Араев тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе темиçе хутчен чемпион, йăлана кĕнĕ районти "Акатуй-Сабантуй" уявĕнчи наци кĕрешĕвĕн паттăрĕ пулнă.

Г. Араев Хирти Пикшик ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1955 çулта Канашри учительсен институтĕнчен, 1964 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ыхра Çырминчи маларах çичĕ, каярахпа вăтам шкулта ачасене математикăпа тата НВПпа вĕрентнĕ. Мăшăрĕ те çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе тимленĕ. Араевсем виçĕ ывăлпа икĕ хĕрне тивĕçлĕ пĕлỹ парса ỹстернĕ. Секине Хуснетдиновнăн паян 7 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук. Амăшĕ аслă ывăлĕн Рафаэлĕн çемйипе пурăнать.

Гилач Миначевич 65 çулта (2001) вилнĕ.

Турнира 20 пĕрлештернĕ командăри 150 ытла спортсмен явăçрĕ. Çĕнтерỹçĕсене 13 ви-çе категорийĕпе чысларĕç. Пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕн- чи пĕрремĕш вăтам шкул (тренерĕ И. Алеев), иккĕмĕшне - Ыхра Çырминчи (И. Вахитов), виççĕмĕшне Сăкăтри (В. Анюров) вăтам шкулсенче вĕренекенсен командисем тухрĕç.

Мала тухнисем дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç. Вĕсен вара район чысне республика спартакиадинче хỹтĕлемелле пулать.

Араевсем турнир ирттерме спонсорла пулăшу панă Рустем, Ринат Даутовсене, Айрат, Ильшат, Ильдар, Марат, Фирдус Вахитовсене, Рустем Яббарова, Эмиль Зейнетдинова, Ильнур Сайдашева, Ильсур Сабирзянова, Иршат Гайнуллова, Альберт Низамутдинова тата ыттисене те чĕререн тав тăваççĕ.(210).

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика