Ял тăрăх пуçлăхĕсен парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019, 14:36 Просмотров: 490

Шăнкăртам. Э. Фэизов ячĕллĕ вăтам шкулта волейболла выляссипе ăмăртусем иртрĕç. Пурĕ 9 команда хутшăнчĕ.

Вăйăсене хутшăнакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Валитов, вырăнти обществăлла канаш председателĕ М. Алимов, депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А. Шамсутдинов, хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи Д. Земдиханов тата паллă спортсменсем саламларĕç.

Турнир çĕнтерỹçисем Кивĕ Ахпỹртсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна "Тойси" команда тухрĕ. Виççĕмĕшне Шăнкăртамри иккĕмĕш команда çĕнсе илчĕ.

Шăнкăртамри Р. Исхаков "Чи лайăх тапăнса вылякан", Туçари С. Васильев "Чи лайăх вылякан", Сăкăтри С. Маков "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ", Кивĕ Ахпỹртри Е. Камасев "Чи лайăх çыхăнтарса вылякан" ятсене тивĕçрĕç.

Çĕнтерỹçĕсене, мала тухнисене медальсемпе, грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Çак чыса турнирăн тĕп судйи Р. Сафиуллов та тивĕçрĕ.

х х х

Первомайски.

Ку хутĕнче йăлана кĕнĕ турнира ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсемпе клубсенче, предприяти-организацинче ĕçлекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем 4 команда тăратрĕç.

Волейбол вăййине кăмăллакансене ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин, А. Ивановпа В. Секретов спорт ветеранĕсем саламларĕç.

Вăйăсем кăмăллă иртрĕç. Спортсменсем вĕсенче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. "Сител" команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ял чысне Ильяпа Станислав Хомуткинсем, М. Козлова, Василийпе Анна Реймовсем, Т. Шайманов тата П. Павлов хỹтĕлерĕç. Вĕсем сумлă парне тата кубок çĕнсе илчĕç.

Иккĕмĕшне Первомайскинчи культура çуртĕнче, виççĕмĕшне Каншел клубĕнче ĕçлекенсем тухрĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика