Ишес ăсталăхĕсем ỹсеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019 19:44 Просмотров: 62

Хĕллехи триатлон енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртусен иккĕмĕш тапхăрĕ Киров хулинче иртнĕччĕ. Унта пирĕн район спортсменĕсене те хутшăнма тỹр килнĕччĕ. Егор Селиванов тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Раççейре мала тухассишĕн триатлона кăмăллакансем Ярославль хулинче ăмăртусене те хутшăнчĕç. Егор Селиванов каллех виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Шывра ишекенсемшĕн хĕл кунĕ те чăрмав кỹмест. Ку енĕпе Улатăр хулинче В. Петров парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене 360 ытла спортсмен явăçрĕ. Çамрăксем Ульяновск, Саранск, Йошкар-Ола, Шупашкар, Çĕрпỹ, Етĕрне, Улатăр хулисенчен килнĕ. Хĕрсемпе каччăсем икĕ виçе ỹсĕмĕсемпе 25-шер тата 50-шар метрлă дистанцисенчи эстафетăсенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Район команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Чыса пĕрремĕш ушкăнра (2009-2010 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче) А. Рубцова, А. Макарова, Р. Орлов, И. Иванов, иккĕмĕшĕнче (2007-2008) О. Краснова, А. Лепешкина, А. Алексеев, Д. Чебанин хỹтĕлерĕç. Çамрăксене ăсталăхпа С. Рубцовăпа В. Платонов тренер-преподавательсем паллаштараççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 1 2 3