Тивĕçлĕ йышăнусем пулаççех

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019 19:54 Просмотров: 319

Çỹп-çапшăн тỹлемелли квитанцисене илнĕренпе ялсенче хăть ăçта та кун пирки калаçнине илтме пулать. Ытларах унăн илсе тухмалли калăпăшне тĕрĕс палăртманни тата хакĕ пирки сỹтсе яваççĕ. Районти "Авангард" хаçат редакцине те темиçе çыру та килчĕ.

"Пухса памалли хытă каяшсен калăпăшĕ, унăн хакĕ пысăк пулнипе ял халăхĕ кăмăлсăр. Эпир кивĕ хаçат-журналпа кĕ- некесене, çĕтĕк-çурăка, турпаса мунча хутнă е выльăх валли апат пĕçернĕ чухне кăмакара çунтаратпăр. Хытă каяш валли пластик савăт-сапа, полиэтилен хутаçсемпе кĕленче япаласем, эмел савăчĕсем çеç юлаççĕ. ...

Эпĕ шутланă тăрăх, икĕ çынран тăракан манăн хуçалăхра çулталăкра пухăннă хытă каяшăн калăпăшĕ 4-5 витререн ытла та пулмасть. Çакăншăн 12 уйăхра 1800 тенкĕне яхăн кăларса хума тивет. Кунсăр пуçне комисси тỹлевĕ те пур", - тесе пăшăрханса çырать Л. Матвеев. Ятне палăртман тепĕр çыру авторĕ те çак шухăшах тĕпе хурать.

Халăх пăлханăвне ăнланма пулать. Чăнах та, ялта тата хулара тĕпленнисен кăларса пăрахмалли коммуналлă хытă каяш калăпăшĕ пĕр пек мар. Уйрăм хуçалăхра пурăнакансем çĕр улми хуппине выльăхĕсене çитереççĕ е витере ним те çуккисем тислĕке яраççĕ. Помидор, хăяр, чечек тунисем те кĕркунне навус çинех тухаççĕ. Анчах çунман е кăмакана хума юраман çỹп-çап пĕрех кашни килтех пур. Çакна çырма хĕррисенчи, çул айккисемпе лартнă йывăçсен таврашĕнчи, хирсенчи санкцилемен ăпăр-тапăр куписем çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та каяшсене пухассине йĕркеленине хирĕçлеме те йывăртарах. Хăть мĕн тесен те çут çанталăка варалама юрамасть. Ку шухăшпа ялта пурăнакансем те килĕшеççĕ.

"Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшни, чăнах та, питĕ кирлĕ. Укçа пухассине пĕрремĕш вырăна хуни тĕрĕсех мар темелле", - тет çырăвĕнче Л. Матвеев. Автор çырнине хирĕçлейместĕн, çỹп-çап хакне пĕчĕкех тесе ниепле те калаймастăн. Пĕлтĕрхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен "МВК "Экоцентр" пĕрлешĕве пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернĕшĕн пĕр çын пуçне 74,44 тенкĕ тỹленĕ. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен хушма хакран тытакан налук (НДС) 20 процента çитнĕ май йăлара усă курнă çỹп-çапа турттарса тухнăшăн çуртра пропискăра тăракан кашни çемье членĕшĕн 75,70 тенкĕ пама тивет. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем татах ỹсеççĕ, çакна шута илсен 76,90 тенкĕрен кая мар пулмалла тесе палăртнă. 5-6-ăн пурăнакансен кĕсйисем аванах çỹхелни каламасăрах паллă.

Ял халăхĕ çỹп-çап хакĕ тата калăпăшĕ пирки пăшăрханнине республикăри власть органĕсем шута илчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура коммуналлă хытă каяшсемпе тивĕçлĕ йышăну тумаллине палăртсах каларĕ: "Саккунпа килĕшỹллĕн эпир коммуналлă хытă каяшсене тыткаламалли çĕнĕ тытăм çине куçрăмăр. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра регионти оператор ĕçлеме тытăнчĕ.

Республика, ытти регионсемпе танлаштарсан, коммуналлă хытă каяшсене тыткаламалли çĕнĕ тытăм çине куçма лайăхрах хатĕрленсе çитрĕ. Анчах хăйне майлă "çỹп-çап" реформине тапратса янă вăхăтра татса паман ыйтусем сиксе тухрĕç.

Шел пулин те, ялсенчен ытларах пайĕ çав ыйтусене татса пама хатĕр марри палăрчĕ: вĕсенче коммуналлă хытă каяшсене пухса памалли вырăнсем уйăрман, çакă асăннă пулăшăва кỹме чарса тăракан тĕп чăрмав шутланать.

Чăваш Республикинчи муниципаллă районсен пуçлăхĕсен поселенисен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле 2019 çул вĕçĕччен халăх пурăнакан мĕн пур вырăнтах, асăннă ыйтăва вырăнта пурăнакан çынсемпе сỹтсе явса, коммуналлă хытă каяшсене пухса пымалли лаптăксем туса хумалла.

Чăваш Ен Строительство министерствине ялта пурăнакан çынсемшĕн коммуналлă хытă каяшсене пухса пымалли виçесене, пухăнакан каяшсен чăн калăпăшĕсене шута илсе, çĕнĕрен пăхса тухма хушатăп. Çакна тума мана ял çыннисем ыйтаççĕ".

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Август 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1