Сăкăтсем çулталăка ăнăçлă вĕçленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019, 19:57 Просмотров: 495

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 19 ял тăрăхĕнчен кашнийĕ тĕрлĕрен аталанса пырать. Çакна хальхи вăхăтра поселенисенчи граждансен пухăвĕсенче ял пуçлăхĕсем тăвакан отчетсенчен те пĕтĕмлетме пулать. Ку тĕлĕшпе Сăкăтсем пирки хурласа калаймăн. Ял тăрăхĕ 2018 çула ăнăçлă вĕçленĕ, кăçалхи тĕллевсем те пĕчĕк мар. Кăрлачăн 29-мĕшĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕнче ял тăрăх пуçлăхĕ Леонид Чернов тунă докладран вырăнти влаçпа ял халăхĕ пĕр чĕлхе тупса ĕçлени яр уççăн курăнать.

Пуху пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăх пуçлăхĕпе Леонид Черновпа тĕл пулса иртнĕ çулхи ĕçри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Малашлăх тĕллевсене çивĕчлетнĕ вăхăтра та Рудольф Васильевич Сăкăтсем хăйсен хыснине пуянлатас, тупăш кĕртес тĕлĕшпе районта чи кăтартуллă ĕçлекенсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. 2018 çулта ял тăрăх бюджетне 6,337 миллион тенкĕ (планпа пăхнинчен 100,8 процент) тупăш кĕнĕ. Расхучĕ планпа пăхнинчен 99,4 процент. Кашни çын пуçне хăйсен тупăш укçи 877,6 тенкĕ тивĕçет. Хальхи пурнăç паянхи ăнăçупа çеç лăпланса ларнипе çырлахма хушмасть. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ малашне те Сăкăтсене пуçару бюджечĕн программине, вырăнти укçа-тенкĕпе ял инфраструктурине аталантарассипе тата хастартарах ĕçлеме сĕнчĕ. Паллах, çĕрпе, нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр участокĕпе тивĕçтерес тата ытти кулленхи темăпа çыхăннă ыйтусем те ял тăрăхĕшĕн кун йĕркинчех пулмалла.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов хăйĕн докладĕнче иртнĕ çул халăхăн пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Ку тĕлĕшпе республика, вырăнти бюджет укçи-тенкипе усă курса çулсем сарнă: Кариков, Николаев, Зосим Иванов, Октябрьская, Подлесная, Заречная, Юхма Мишши ячĕллĕ урамсене юсаса тирпейленĕ. Кăçал тепĕр сакăр касри çула йĕркене кĕртме планланă.

Граждансен пухăвĕнче ял пуçлăхĕ халăха кăсăклантаракан ытти ыйтупа та паллаштарчĕ. Акă, хальхи вăхăтра кашни çемьере пуçтарăнакан çỹп-çапа илсе тухма ял тăрăхĕнче ятарлă 13 вырăн палăртнă, ĕç графикне регион операторĕпе килĕшсе çирĕплетнĕ. Малашне халăхăн ăнланулăхне тĕпе хурса ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе ярасси çеç юлать темелле. Çакна та палăртса хăвармалла. Ялсене хула хăтлăхĕ тăвас тĕлĕшпе çыхăннă приоритетлă проектпа килĕшỹллĕн çывăх вăхăтра Советская урамри сквера тирпейлеме планланă.

2018 çулта федерацин тата республикăн çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермели программисемпе килĕшỹллĕн нумай ачаллă Елагинсене тата Назаровсене çуртпа тивĕçтернĕ. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕнче 29 çемье тĕрлĕрен программăпа пурăнмалли çурт-йĕрне çĕнетме черетре тăрать.

Паян районти чылай ял тăрăх территоринче вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсем тухăçлă аталанса пыраймаççĕ. Ку тĕлĕшпе Сăкăтсен телейĕ юнашар. "Красное Знамя" ял хуçалăх производство предприятийĕ (ертỹçи П. Никифоров) тулли вăй-хăватпа, кăтартуллă аталанса пыни, тупăшлă ĕçлени граждансене чăн малтанах ĕçпе тивĕçтерет, ял тăрăхне те çăмăллăх парать. Унсăр пуçне ял территорийĕнчи 2 фермер хуçалăхĕ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 34 субъекчĕ ĕçлет. Сăкăтсен ял малашлăхне вĕсем те пулăшаççĕ темелле.

Пухура тухса калаçакансем ял тăрăхĕ тăван ял аталанăвĕшĕн, вырăнти халăхшăн сахал мар ырă ĕç тунине палăртрĕç.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав Иван ГЛУХОВ, ĕç ветеранĕ:

- Ял халăхĕпе çакнашкал пысăк тĕл пулу йĕркелени, ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи ĕçне хаклама район ертỹçисем хутшăнни ырă пулăм. Влаçпа халăх хушшинчи уççăнлăх, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă чăн малтан пирĕн малашлăхпа, ял инфрастуктурине лайăхлатассипе, тăван халăхăн йăли-йĕркине упрассипе, кулленхи пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕртессипе çыхăннă. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те асăнса хăварчĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика