Волонтерсем -ырă ĕç хастарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019, 20:04 Просмотров: 448

ПАЯН районти кашни шкулта тенĕ пекех волонтерсен ушкăнĕсем пур. Вĕсем ытларах ялта пурăнакан ватăсене, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, сусăрсене пулăшаççĕ, ытти пархатарлă ĕçе те кăмăлтан явăçаççĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта та пысăк пуçарулăх, хастарлăх кăтартакан ачасен ушкăнĕ пур. Çак кунсенче вĕсем пулăшу кирлĕ шурсухалсем патне çула тухнă, кил-картишне, çурт умне хỹсе лартнă юра тасатнă, ытти ĕçпе те пулăшнă. Çапла вара ачасем ватăсенчен пурнăçра тирпейлĕ те лайăх пурăнма, сывлăхлă çитĕнме пысăк пил, чун валли вара кăмăлтан сăваплăх илнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика