Василий Юманов - физика олимпиадин çĕнтерỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2019, 20:06 Просмотров: 608

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекенсем çулсеренех районти çеç мар, республика шайĕнчи олимпиада çĕнтерỹçисемпе призерĕсене те сахал мар хатĕрлеççĕ. Çак кунсенче çеç шкул директорĕ Н. Андреева çиччĕмĕш класра вĕренекен В. Юманова пысăк çĕнтерỹпе саламланă. Василий Дж.К. Максвелл ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри физика олимпиадин регионти этапĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕренỹ отличникне çивĕч ăс-хакăл тупăшăвне Надежда Петровна Назарова вĕрентекен ха- тĕрленĕ. Сăмах май каласан, районта тахçантанпах çак предметпа республика шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерекен пулман.

Çак вĕренекен пиркиех шкул директорĕ тепĕр савăнăçлă хыпар та пĕлтерчĕ. Василий Юманов чи пысăк балл пуçтарса Раççейри нумай профиллĕ инженери олимпиадине хутшăнма та тивĕçнĕ-мĕн. Унта вăл электроэнергетика темипе палăрнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика