Патăрьел ялĕ - конкурс çĕнтерỹçи!

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 09:57 Просмотров: 450

 

ЧĂВАШ Республикин Министрсен Кабинечĕ республикăри ялсем хушшинче Çĕнĕ çул умĕн йĕркелекен "Чăваш Ен çутисем" конкурса Патăрьел ялĕ кăçалхипе виççĕмĕш хут хутшăнчĕ. Композицисене дизайн мелĕпе усă курса, объектсенчи çутăсене пысăк ăсталăхпа вырнаçтарассипе пирĕн район центрĕ каллех çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Çакнашкал творчество конкурсĕнче иртнĕ çул Патăрьелсем иккĕмĕш вырăн, 2017 çулта вара пĕрремĕш вырăн (ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков) йышăннă.

"Чăваш Ен çутисем" конкурса республикăри 12 районтан хутшăннă. Вĕсен ĕçне пилĕк ушкăнпа хак панă. Патăрьел ялĕ район центрĕсем хушшинчи тупăшура çĕнтернĕ. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕн центрĕ юлашки çулсенче чылай çĕнелсе капăрланчĕ, аталанчĕ. Районти ял поселенийĕсен 2018 çулхи экономика кăтартăвĕсемпе те Патăрьел ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе 100 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика