Нарăсра пĕр кинемей 105 тултарать, тепри 100 çулхи юбилейне паллă тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 09:59 Просмотров: 350

КĂÇАЛ районта пурăнакан çĕр ытла ватă хăйсен пысăк юбилейне паллă тума хатĕрленет. Вĕсенчен пĕри Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Дария Калинникова 105 тултарать, Тури Туçари Елена Табакова вара çак кунсенче 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Унсăр пуçне иртнĕ эрнере Пăлапуç Пашьелĕнчи Ксения Чернова 95 çул тултарнă. Нарăс уйăхĕнчех Алманчăри Мария Петровăпа Нăрваш Шăхалĕнчи Клавдия Спиридонова хăйсен çуралнă кунне 95-мĕш, Тутар Сăкăтĕнчи Шемшинур Миназетдинова 90-мĕш хут паллă тăвĕç.

Сăмах май каласан, 2018 çулта районта вăрăм ĕмĕрлĕ 95 çын хăйсен паллă юбилейне уявланă. Вĕсенчен ытларахăшĕ - 26 çын - Туçа ял тăрăхĕнчен. Çĕнĕ Ахпỹртпе Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче те çак сăлтавпа кĕрекене ларакансем йышлă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика