Пичет ĕçченĕсем професси уявĕнче савăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019 10:08 Просмотров: 35

Иртнĕ шăматкун, нарăсăн 2-мĕшĕнче, Шупашкарти Вырăс драма театрĕн- че пичет журналистикин представителĕсем, издательство тата полиграфи ĕçченĕсем, телекуравпа радиора, информаци агентствинче, электрон МИХĕсенче, çыхăну компанийĕсенче тăрăшакансем, çавăн пекех асăннă отраслĕн ветеранĕсем йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тума пуçтарăнчĕç. Маларах пĕлтернĕ пекех, уява районта тухса тăракан "Авангард" хаçат ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Сумлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич хутшăнчĕ, хăйсен профессине чунтан парăннă журналистсене, МИХ тата пичет ĕçченĕсене професси уявĕпе саламларĕ, çăмăл мар творчество ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн, вулакан патне çĕнĕ хыпара вăхăтра тата тĕрĕс илсе çитерме пултарнишĕн тав турĕ. "Юлашки вăхăтра информаци каналĕсем ỹссе пынине, пичет ĕçĕпе çыхăннă йывăрлăхсене пăхмасăр вулакансен аудиторине сыхласа хăварма, вĕсене çĕнĕ хыпарпа савăнтарма пултаратăр",- терĕ вăл калем ăстисемпе пичет ĕçченĕсен ĕçĕсене хак парса. Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительстви республикăри МИХсене аталантарма кирлĕ услови туса парассишĕн тăрăшнине пĕлтерчĕ.

Калем ĕçченĕсен ячĕпе уявра салам сăмахĕсем сахал мар пулчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов, Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, республикăри журналистсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Валерий Комиссаров професси уявне паллă тума пуçтарăннисене творчествăра ăнăçу, çĕнĕрен-çĕнĕ çитĕнỹ, пысăк хавхалану сунчĕç.

Уявăн чи кăмăллă саманчĕ хастар журналистсемпе пичет ĕçĕн ветеранĕсен творчествăри çитĕнĕвне, пултарулăхне, вĕсен хастарлăхне, пысăк ăнтăлăвне, ырми-канми ĕçне хак пани пулчĕ. Раççей, республика шайĕнчи наградăсемпе парнесене, Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене илекенсем хушшинче пирĕн ĕçтешĕмĕр, ял пурнăçне çутатакан редактор Ольга Павлова та пулчĕ. Районти "Авангард" хаçатра çирĕм çул ытла тăрăшакан журналиста калем ĕçĕнче нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен Хисеп грамотине парса чыс турĕç. Сăмах май каласан, Ольга Петровна виçĕм çул Леонид Ильин радиожурналист ячĕллĕ премие илме тивĕçнĕ, маларахри çулсенче вара икĕ хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулнă. Ĕçтешĕмĕре пысăк парнене тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, малашнехи творчество ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр.

Юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ кирек мĕнле уява те чĕрĕлĕх кỹрет, куракана савăнăç парнелет. Пысăк та чуна уçакан концерта пурте хаваспа пăхса киленчĕç. Пичет кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв хаваслăхĕ Вырăс драма театрĕн алăк урати урлă каçсанах сисĕнчĕ. Фойере хăйне евĕр фестиваль кĕрлесе çеç тăчĕ. Кунта калем ăстисем ГТО нормине те тултарчĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, дартс вăй- йинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, "телеэфира" та тухрĕç, ушкăнпа сăн ỹкерттерчĕç тата ытти те. Чи кирли те пĕлте- рĕшли _ професси уявне пухăннисем пурте кăмăлтан савăнчĕç, пĕр-пĕрне курса чун каниччен калаçрĕç.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 1 2 3