Чаршав яриех уçăлчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019 10:12 Просмотров: 24

 

РФ Президенчĕн В. Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2019 çула Театр çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май кăрлачăн 31-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕн ертỹçи Ф. Гибатдинов, Раиса Сарпипе Альбина Юрату поэтессăсем, Н. Эриванов композитор, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Палăртса хăвармалла, çак сумлă лару-тăрăва хатĕрленсе чылай ĕç туса ирттернĕ: фойере хăнасене улпут майрисемпе каччисен тумĕллĕ актерсем хапăл пулчĕç, хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕре - Чăваш халăх поэтне Геннадий Николаевич Айхине кăçал çуралнăранпа 85 çул çитессине _ халалласа курав йĕркеленĕ...

Пухăннисене Театр çулталăкĕпе саламланă май Л. Кузнецов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чылай юрă-ташă ăстисен пĕрлешĕвĕ, театр ушкăнĕ ĕçленине, виççĕшĕ халăх ятне тивĕçнине палăртрĕ.Сăкăтри пуканесен, Патăрьелĕнчи тата Хирти Пикшикри халăх театрĕсем хăйсен ăсталăхне ỹстерсех пыраççĕ. Тутар Сăкăтĕнчи, Сăкăтри, Нăрваш Шăхалĕнчи культура çурчĕ çумĕсенчи театр коллективĕсем те малашлăхлă.

Л. Кузнецов театр искусствин ырă йăлисене малалла упраса пыракансене район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ăна Патăрьелĕнчи халăх театрне çỹрекен М. Галкин, Хирти Пикшик халăх театрĕнчи А. Камалетдинова, Нăрваш Шăхалĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи "Куккук" ушкăнри З. Лукьянова, Сăкăтри пукане театрĕнчи Д. Мишин тивĕçрĕç. Республикăри халăх ăсталăх центрĕн Тав çырăвĕпе Хирти Пикшик халăх театрĕнчи В. Багаутдинова, Т. Земдихановăна, Патăрьел халăх театрĕнчи Г. Ибетовăна, Нăрваш Шăхаль коллективĕнчи Е. Смирновăна саламларĕç.

Сăкăтри пукане халăх театрĕн, Хирти Пикшикри, Патăрьелĕнчи халăх театрĕсен, Нăрваш Шăхалĕнчи театр ушкăнĕн артисчĕсем хăйсен ăсталăхне сцена çинче кăтартрĕç. Пухăннисене "Ăраскал" эстрадăпа вокал ушкăнĕ те пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Районта Театр çулталăкĕ уçăлчĕ. Эппин, куракансем артистсенчен çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсем кĕтеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 1 2 3