Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 10:14 Просмотров: 234

Кăтартусене лайăхлатма майсем çителĕклĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă. Малтан «Коминтерн» ЯХПКн сĕт сумалли блокĕн ĕçĕпе паллашнă. Хуçалăх ăна ивестици проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр туса пĕтернĕ. «Районта тĕнче шайĕнчи çакнашкал комплекс 3 пулсан ыттисене, пурнăçа тивĕçтерейменнисене, пăсмалли кăна юлать», — тенĕ регион ертÿçи. Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутайĕнчи нумай функциллĕ центрта районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен канашлăва хутшăннă, ăна вăлах ертсе пынă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет икĕ çул республикăра пуçару бюджечĕн проекчĕсен йышĕпе лидер пулнине палăртнă. Лайăххине чылай асăннă пулин те çитменлĕхсем те çук мар иккен. Вăтам тата пĕчĕк бизнесра вăй хуракан сахал. Çавна пула хăш-пĕр сферăра кăтартусем пĕчĕк. Вĕсене те лайăхлатма майсем çителĕклĕ. Районта ĕçсĕр çын нумай. Мĕншĕн вĕсене ĕçпе тивĕçтерес мар? Шалăва конвертпа илекенсен йышĕ чакманран бюджет укçа-тенкĕ самай çухатать. Михаил Васильевич çитменлĕхсемпе кĕрешме чĕнсе каланă.

 Килĕшĕве алă пуснă

ЧР Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева тата Атăлçи регионĕсен хушшинчи çут  çанталăка сыхлакан прокурор Вениамин Селифанов таврари ырă хутлăх тĕлĕшпе граждан прависене хÿтĕлес ыйтусемпе пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Çĕнĕ килĕшÿ тавралăха упрассипе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех пăхса тухса мерăсене тухăçлăрах йышăнма май парать.

 Сутма пулăшĕ

Республикăра ял хуçалăх таварне туса илекенсене хăйсен продукцине вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе «НАШСЕЛЬХОЗ» электронлă площадка йĕркеленĕ. Фермерсем, ытти йышши хуçалăхсем хăйсем çитĕнтернĕ тыр-пула, пахча çимĕçе, пăхса ÿстернĕ выльăха, унран илекен сĕте, аш-какая тата ыттине «перекупщиксемпе» çыхланмасăрах — çак площадка урлă — вырнаçтарма пултараççĕ. Продукцие ăçта хумалла-ши тесе те, посредниксене пула вăл йÿнĕ хакпа кайрĕ тесе те пăшăрханмалла мар. Туянакансем, çав шутра, паллах, патшалăх учрежденийĕсем те, çак площадка урлă чăваш çĕрĕ çинче туса илнĕ таса та пахалăхлă продукцие илме пултараççĕ.

 Финанс пĕлĕвне ÿстерер

Чăваш Енри шкулсене финанс пĕлĕвĕн онлайн-урокĕсене хутшăнма йыхравлаççĕ. Раççей банкĕн çак проекчĕн çуркуннехи сессийĕ кăрлачăн 29-мĕшĕнче старт илнĕ, вăл ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен тăсăлать. Сăмах май, 2018 çулта онлайн-уроксене Чăваш Енри кашни виççĕмĕш шкул, 17 пин ытла ача хутшăннă.

 Анлăн паллă тунă

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнче ирçе халăхне çутта кăларнă Макар Евсеев учĕнăй, энциклопедист çуралнăранпа 155 çул çитнине паллă тунă.

 

Чăваш халăхĕн историйĕпе паллашаççĕ

Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи Чăн тĕншĕн асапланса вилнĕ Çĕнĕ çветтуйсене асăнса лартнă чиркÿре ятарлă проект пурнăçа кĕрет. Куç курманнисем валли квест-экскурсисем ирттереççĕ. Чăваш халăхĕн историйĕпе хăйне евĕр тытса пăхмалли макетсем урлă паллашма май пур. Вĕсене ятарлă грантпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика