Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019 10:16 Просмотров: 33

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, Патăрьелĕнче вырнаçнă организаци-предприяти, учреждени руководителĕсемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ анлă канашлура виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ, умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетрĕ.

"Çĕнĕ çул серпантинĕ" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова паллаштарчĕ. Кантур умĕсене тĕрлĕ çутăпа капăрлатас енĕпе Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор пĕрремĕш вырăна, Патăрьел ял тăрăхĕ иккĕмĕш, "Батыревский" пĕрлешỹ виççĕмĕш вырăна тухнă. Патăрьелĕнчи Т. Солдатова, Çĕнĕ Ахпỹртри В. Петухов уйрăм хуçалăхсем хушшинче палăрнă. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системи, "Самира", "Зара" суту-илỹ çурчĕсем, "Василек" ача сачĕ, нумай функциллĕ центр тата ыттисем те çĕнтерỹçĕсен хушшине лекнĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов дипломсемпе чысларĕ, малашне те илем кỹрессипе пуçарулăха ỹстерсе пыма сĕнчĕ. Мала тухнисене тата укçан хавхалантарĕç.

Канашлура паянхи çивĕч ыйтăва - коммуналлă хытă каяшпа çыхăннă хăш-пĕр саманта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов уçăмлатрĕ.

Пĕлтĕр халăха газпа тивĕçтерес ĕç еплерех пурнăçланнипе Патăрьелĕнчи газ участокĕн ертỹçи М. Шамбазов паллаштарчĕ.

А. ИВАНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 1 2 3