Выльăх усратăн - тупăш куратăн

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 10:19 Просмотров: 282

"Батыревский" пĕрлешĕвĕн дояркисем ирхи тăватă сехет çурăрах фермăна çитеççĕ. Сăвăм пуçланиччен ĕнесем çĕр каçа вараланă айĕсене тасатаççĕ, тирпейлеççĕ, унтан тин тĕп ĕçе пикенеççĕ. Халĕ унч- ченхи пек сĕте флягăсене тултарса йăтмалла мар, шап-шурă паха шĕвек пăрăх тăрăх тỹрех холодильнике каять. Апла пулин те вăй хумалли пур. Хĕллехи кунсенче çанталăк пит сивех мар чухне ĕнесене уçăлтарма кăларса кĕртеççĕ. Тислĕк лекнисене вăхăтра хырса тăраççĕ. Тăрăшнине кура тỹлевне те начар тесе калас килмест.

- Дояркăсен ĕç укçи кунне пиншер тенкĕ, налука кĕртмесĕр, тухса пырать. Декабрь уйăхĕнче 30 пин ытларах илекенсем те пулчĕç. Скотниксен кăшт сахалрах. Вĕсен ĕçне те чылай çăмăллатнă: апата АКМ-9 миксера кăкарнă тракторпа паратпăр, тислĕке транспортерпа тăкатпăр, - терĕ фермăри ĕç-хĕлпе паллаштарма пуçланă май "Батыревский" пĕрлешĕвĕн ĕне-выльăх фермин заведующийĕ А. Полякова. Сăмах май, кунта ферма çумĕнче навус купи тăнине пĕрре те курман. Ăна кашни кунах тракторпа ятарлă вырăна кайса тăкаççĕ. Çанталăк ăшăтсан хире илсе тухаççĕ.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ яланах тĕп вырăнта тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕнĕ фермăсем тума, киввисене реконструкцилеме вăй çитереççĕ. Пăруламалли, пĕчĕк, 6 уйăхран пуçласа 1,5 çулчченхи выльăха, пушмаксене, ĕнесене уйрăмшар витесенче тытаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕне-выльăх шутне 852 пуçа çитернĕ, унтан сăваканни - 400. Кĕтĕве хăйсен пушмакĕсемпех çĕнетсе пыраççĕ: декабрьте - 10, январьте 30 пуç хутшăннă. Сĕт сахалрах антараканнисене, ватăлнисене улăштарма тата 77 пуç пур. Çакă ĕнесене йăхтарассипе аван ĕçленине кăтартса парать. Юлашки вăхăтра ăратлăха тата та ытларах тимлĕх уйăрма пикеннĕ. Ĕнесене искусствăлла майпа йăхтарнă май вăрлăхсене Чулхуларанах илсе килеççĕ. Унти генетика тĕлĕшĕнчен ытти çĕртисенчен аванраххине палăртаççĕ-мĕн специалистсем. Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ Д. Аврелькин выльăх тухтăрĕ осеменатор ĕçĕсене те хăйех пурнăçлать.

Выльăхран продукци илесси апатпа çыхăннине ялти кашни çын пĕлет. "Батыревский" пĕрлешỹре ĕнесемпе пăрусен рационĕ чухăнах пулман, халĕ В. Михайлов зоотехник-консультант сĕнĕвĕсене шута илсе рапс шротне, хĕвел çаврăнăш çăвĕнчен юлнă юлашкине, куккурус, урпа, тăвар, пурă, патока тата премикс хушма витамин çитереççĕ. Вĕсемсĕр пуçне, сенаж, силос, утă-улăм, сăра дробини, çĕр улми, сахăр чĕкĕнтĕрĕн каяшне параççĕ.

- Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан çав. Рациона пуянлатнăранпа сăвăм палăрмаллах ỹсрĕ. Паян пĕр ĕне вăтамран 18 килограма яхăн сĕт парать, - тет А. Полякова зоотехник. Алена Ивановна сăмахне малалла тăсса çакна та палăртса хăварас килет: 2017 çулта пĕр ĕнерен вăтамран 5702 килограмм паха шĕвек сунă пулсан 2018 çулта кăтарту 6014 килогрампа танлашнă.

Ĕнесем сывă та тĕреклĕ пулччăр тесен пăрусене лайăх пăхмалла. Тин çеç çут тĕнчене килнисене ятарлă ешчĕ-ке яраççĕ. Вĕсене ĕмкĕчсем вырнаçтарнă витререн çитереççĕ. Кашнийĕн хăйĕн савăчĕ. Ирлĕ-каçлă пĕчĕкскерсене сĕт ĕçтереççĕ, кăнтăрла вара тĕрлĕ курăкран вĕретсе хатĕрленĕ чей параççĕ. Витере тирпейлĕ пултăр тесе кашни кĕçнерникун санитари кунĕсене йĕркелеççĕ. Сăмах май, ытти хуралтăсене те çак кунах тасатаççĕ.

"Батыревский" пĕрлешỹре те, ытти хуçалăхсенчи пекех, çитменлĕхсем те пур. Вĕсене кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне еплерех пĕтерме май пуррине пĕрле пухăнса сỹтсе яваççĕ. Акă, кăçал апат пахалăхне тата лайăхрах хатĕрлессишĕн, çак йышпах продукци илессине ỹс- терессишĕн тăрăшмаллине палăртнă.

Выльăх - хуçалăхăн тĕрекĕ, çакна кунта лайăх ăнланаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика