Çамрăк ăру - çĕршыв малашлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2019, 10:21 Просмотров: 291

Раççей çутĕç министерстви вĕрентекенсене экологи, хими, градостроительство технологийĕ, творчество индустрийĕ, транспорт инфраструктури, цифрăллă энергетика, автотранспорт, кану индустрийĕ ыйтăвĕсемпе уçă уроксем ирттерессине йĕркелет. Пĕрремĕшĕ иртрĕ те ĕнтĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8в классем явăçрĕç. Урок экологи ыйтăвĕпе пулчĕ. Вăл "Ирпе вăрансан - хăвăн планетуна тирпейле" темăпа иртрĕ. Мероприяти вăхăтĕнчи телекĕпере Белгород, Липецк, Оренбург, Воронеж шкулĕсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.

Планета çинче 7 миллиард ытла çын пурăнать. Кашнийĕ çĕр çине мĕнле те пулин йĕр хăварать. Вăл экологипе çыхăннă. Çавăнпа та паянхи кун этем умне тухса тăракан актуаллă проблемăсем пурах. Тăван тавралăха мĕнле симĕс тум тăхăнтартмалла-ха? Коммуналлă каяшсене тирпейлесе ĕçлесе илме пулать-и тата ытти те. Вĕренекенсем çак ыйтусене экспертсемпе пĕрле сỹтсе яврĕç. Уçă урок вăхăтĕнче çитĕнекен ăру малашлăхлă профессисемпе паллашрĕ, экологи сферинчи çĕнĕлĕхсене пĕлчĕ.

Çитес уçă урок февралĕн 7-мĕшĕнче 13 сехетре пулмалла.

(Хамăр корр)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика