Раççейре палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2019, 10:18 Просмотров: 254

Именкасси каччи И. Шарафутдинов шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа туслашать. Ильмир ытти ачасенчен ку енĕпе уйрăлса тăрать. "Паттăр" ФСКари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн филиалĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов И. Шарафутдиновăн уттине, хусканăвне кăмăллать. Ачана ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹреме сĕнет. Пĕр вăхăтрах тренер ăна тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе те хатĕрлет.

Ильмир тренировкăсене пĕр сиктермесĕр тăрăшса çỹреме тытăнать, çирĕпленсе пырать. Спортăн пĕрремĕш утăмĕсене çак шкулта пуçласа ярать. Çамрăкранах çак енне туртăнни сая каймась. 4 класран тытăнса 11 пĕтериччен ирĕклĕ майпа тата тутарла-пушкăртла кĕрешессипе район шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртура ялан тенĕ пек çĕнтерỹçĕ, призер шутне лекет.

Республикăра алă вăй виçессипе ирттернĕ ăмăртура шкул ачисем хушшинчи 65 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнать, чемпион ятне тивĕçет.

2013 çулта Шăнкăртам ялĕнче районти ял тăрăхĕсем хушшинче тутарла-пушкăртла кĕрешсе 60 килограмлă виçерисенчен виççĕмĕш вырăнпа савăнтарать. Тепĕр çултан вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса алла атестат илет. Унтан Ульяновск хулинчи строительство колледжне вĕренме кĕрет. Спорта пăрахмасть. Тĕрлĕ шайри ăмăртура пысăк çитĕнỹсем тăвать. 2015 çулхи март уйăхĕнче Шăнкăртамра Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ М. Тазетдинов призĕшĕн республика шайĕнчи тутарла-пушкăртла кĕрешессипе йĕркеленĕ уçă турнирта Ильмир хăйĕн виçинче пурне те çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухать.

Ульяновск хулинче Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕ ячĕпе ирттернĕ ăмăртура алă вăй виçессипе 70 килограмлă виçерисемпе финалта çĕнтерет.

Ульяновск облаçĕн Чăнлă районĕн Аслă Нагаткино ялĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе арçын ачасем хушшинче Совет Союзĕн Геройĕ Е. Воробьев призĕшĕн йăлана кĕнĕ 33-мĕш турнирĕнче хăйĕн виçинче чемпион ятне тивĕçет.

2016 çулта Пермь хулинче аслăраххисем хушшинче Урал кубокĕшĕн кĕрешет. Пĕтĕм Раççейри турниртан пĕрремĕш вырăнпа таврăнать. Йошкар- Олари Сабантуя çитет. 18 çул тултарнă çамрăксене çĕнтерсе мала тухать.

2017 çулта Ульяновск хулинчи Сабантуйра така выляса илет. Пенза облаçĕнчи Елюзень ялĕнчи уявра аслисем хушшинче 80 килограмлă виçерисемпе тупăшса виççĕмĕш вырăна тухать.

2018 çулта Ульяновск хулинчи Сабантуйра аслисем хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илет. Ун хыççăн абсолютлă чемпион ятне илессишĕн тупăшать. 100 килограмлипе кĕрешет. Паттăра юлать, така çĕнсе илет.

Кзыл-Камыш ялĕнчи уявра та палăрать Ильмир. Такана тивĕçет. Ятарлă тепĕр приз та параççĕ. Пикшик ял тăрăхĕн уявĕ те йĕрсĕр иртмест. Каллех така çĕнсе илет.

- Спорта çамрăкранах юратса ỹсрĕм. Пултаруллă спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаттăм, вĕсем пек пулма ĕмĕтленеттĕм,-каласа парать Ильмир.

Колледжра вĕреннĕ вăхăтра яла таврăнсан та пушă вăхăчĕ çукрах пулнă çамрăкăн. Шăнкăртамри спорт зала Э. Мтиев тренер патне тутарла-пушкăртла кĕрешессипе хăйĕн ăсталăхне ỹстерме çỹренĕ. Инçе çула тухма вара Чăваш Республикин тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕн президенчĕ Ф. Чабатов транспорт тата укçа-тенкĕ енĕпе пулăшса пынă.

Колледж хыççăн çар службине тăнă каччă. Контракт мелĕпе 2 çуллăха кайнă. Килĕнче вара çĕнсе илнĕ чылай дипломпа грамоти, кубоксем, 40е яхăн медалĕ упранать.

Спортпа туслă пулни ĕçре те, вĕренỹре те, çар службинче те пысăк ỹсĕмсем тума пулăшать. Ачине тĕрĕс воспитани парас ĕçре ашшĕпе амăшĕн тỹпи те пысăк. Фениспа Эльфиян çакăншăн савăнмалăх пурах.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика