Альбина Егорова – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2019, 08:57 Просмотров: 277

ЧР Патшалăх Канашĕн ытларикун иртнĕ черетлĕ 27-мĕш сессийĕн кăнтăрлачченхи пайĕ йĕркелÿ ыйтăвĕсем тавра пулнă. Cпикерăн виçĕ уйăх пушă пулнă пуканĕ тинех хуçине тупнă.

Спикер должноçне йышăнма тăватă кандидатура сĕннĕ — кашни фракцирен пĕрер. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Альбина Егорова кандидатурине партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче ырланă — çав форума хутшăннă 105 çынран 99-шĕ уншăн сасăланă. Коммунистсем — Александр Андреевăн, либерал-демократсем — Константин Степановăн, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» фракци Сергей Семеновăн кандидатурисене сĕннĕ. Сасăлав тавлашу вĕçне пăнчă лартнă: Альбина Егоровăшăн — 34, (хирĕççисем çиччĕн çеç), ыттисемшĕн – 9-10-шар сасă. Çапла вара Альбина Егоровна тулли праваллă спикер пулса тăнă.

А. Егорова должность улăштарнă май парламентра харăсах тата икĕ должность пушаннă — вице-спикерăн, Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн. Комитета «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ Юрий Кислов ертсе пырĕ, ăна çавăн пекех вице-спикер должноçне сĕннĕ — парламентарисем çакăншăн пĕр шухăшлă пулса сасăланă.

Сесси кун йĕркинчи пысăк ыйтусенчен пĕри — республикăн кăçалхи бюджетне тÿрлетÿсем кĕртесси. Финанс министрĕ Светлана Енилина улшăнусем бюджетăн тупăш пайне пысăклатассипе çыхăннине палăртнă — 1,6 миллиард тенкĕ хушăнать. Хушăм хамăрăн тупăшсем пысăкланнипе те, Мускав паракан укçа виçи ÿснипе те сăлтавланнă. Хушма укçа чылай сферăна тĕревлеме кайĕ — садиксен строительствинчен пуçласа сывлăх сыхлавне аталантарасси таран.

Пысăкланнă тупăшлă бюджета ырланă хыççăн депутатсем тата теçеткене яхăн саккун проектне пăхса тухнă. Çав шутра — административлă правăна пăсни, ял хуçалăхне, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарасси, налук йĕркелĕвĕн ыйтăвĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртесси тата ытти саккун проекчĕсем. Пурне те тенĕ пекех ЧР Министрсен Кабинечĕ сĕннĕ. Сесси Патшалăх Канашĕн аппарачĕн пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетнипе вĕçленнĕ.

А. Ильин

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика