Автономлă мелпе çÿрекен троллейбуссем çула тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 19.02.2019, 10:55 Просмотров: 294

 

Шупашкарта автономлă мелпе çÿрекен çĕнĕ троллейбуссем çула тухнă. Хальлĕхе вĕсем пассажирсемсĕр-ха. Çывăх вăхăтра вĕсем 10-мĕш маршрутпа çула тухĕç. Ун йышши транспорт «мăйракисене» антарса 30 километра яхăн парăнтараять. Çакна та палăртмалла: çĕнĕ троллейбуссене электроэнерги 30% сахалрах кирлĕ. Салона 100 çын таран вырнаçма пултарать. Пандус, смартфон аккумуляторне зарядкăпа тивĕçтермешкĕн USB порт тата кондиционер пур. Хальхи вăхăтра вĕсене хула урамĕсенче çÿретсе тĕрĕслеççĕ. Эрнерен вĕсем çĕнĕ, 10-мĕш маршрутпа çула тухмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика