Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 19.02.2019, 11:32 Просмотров: 273

Карантин ыйтёв. хёратмасть:

лёпланса ларма та хушмасть

Республикёри МИХ хат.р.сем кёрлач-нарёс уйёх.сенче Чёваш Енре  гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнине =ыра==.? +ак сёлтавпа республикёри ви=. шкула  карантина  та  хупма  тивн.?   Районти  санэпиднадзор  центр.н  врач-эпидемиолог  пулёшу=и           Л? Никитина   ха=ат редакцине п.лтерн. тёрёх: паянхи куна Юхмапа Пёла тёрёх.нче кун пек хёрушлёх «пи=се» =итмен? Нарёс уйёх.нче ОРВИ пе чирл. 165: грипп вирус.пе чирл. ик. =ынна палёртнё? +ак сёлтавпа тухтёрсем патне сипленме пынисем  ытларах (158-ш.) ачасем? Чире стационарта выртса  парёнтаракансем =ичч.н =е= пулнё? Апла пулин те паян пир.н района «ёнё=сёр» («неблагополучный») текен хак хунё?  Сывлёшпа =акланакан инфекци чир.пе аптракансем 20 процента =итсен в.рен\ учрежденине вёхётлёха хупма та пултара==.? +авёнпа та хальхи вёхётра Патёрьелсене карантин ыйтёв. хёратманни лёпланса ларма хушмасть?

Кăçал 26 ФАП хута кайĕ

2019 çулта пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси республикăра палăрмаллах вăй илмелле — 690 пин тăваткал метртан кая мар хута ярасшăн. Пăрачкав районĕнче тата Шупашкар агломерацийĕнче водопровод сечĕсен строительствине пуçарасшăн. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата 26 фельдшерпа акушер пунктне тумалла, 100 çынран каярах пурăнакан ялсенчи медпулăшăва тивĕçтерме куçса çÿрекен 18 медицина комплексне ĕçлеттерсе ямалла. «Арçын сывлăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн муниципалитетсен пĕрлехи пилĕк центрне уçма палăртнă. Вĕрентÿ енĕпе тимлĕх пушшех пысăк — пĕчĕккисене яслисенчи вырăнсемпе тивĕçтерессинчен пуçласа регионти талантлă ачасене тупса вĕсене аталанма пулăшакан центр йĕркелесси таранах.

Вăхăтра сипленмелле

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви республикăри ача-пăча клиника больницин пульмонологипе аллергологи уйрăмĕнче пресс-тур йĕркеленĕ. Çакăнта 42 ача сипленет. Уйрăм пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Немцева ăнлантарнă тăрăх, çанталăк сивĕтсен шăнса чирлекенсен, çав шутра ÿпке шыçнипе аптăракансен йышĕ те ÿсет. Юлашки çулсенче республикăра ачасен хушшинче ÿпке шыçнипе вилнĕ тĕслĕх пулман. /пке шыççи — ерекен чир. Кĕлетке температури хăвăрт пысăклансан, ăна чакарма май килмесен, ача вăйсăрлансан, ÿсĕрсен тÿрех тухтăртан пулăшу ыйтмалла. Республика стационарĕсенче ÿпке шыççипе чирлĕ 47 ача сипленет. Тухтăрсем ашшĕ-амăшне асăрхануллăрах пулма, чире шала ямасăр сиплев пуçлама сĕнеççĕ.

 

 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика