Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2019 08:21 Просмотров: 198

Нарăсăн 27-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн ХХVIII ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Михаил Петров ертсе пынă. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Николай Осипов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен пуçлăхĕсем, организаци, предприяти, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем хутшăннă.

Депутатсем кун йĕркинчи ултă ыйтăва пăхса тухса йышăну тунă. Малтанхи икĕ ыйтупа - 2019 тата планпа пăхнă 2020 - 2021 çулсем валли ял тăрăхĕсем хушшинчи бюджет трансфертне пайламалли методика улшăнăвĕсем, депутатсен Пухăвĕн "2019 тата планпа пăхнă 2020 - 2021 çулсен бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тухса калаçнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов федераци харпăрлăхĕ шутланакан çĕрсене районти муниципалитет харпăрлăхне яланлăха усă курма куçарасси, районти контрольпе шутлав органĕн председателĕ Мария Матюшкина районти депутатсен Пухăвĕн 2012 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки паллаштарнă.

Ларура пăхса тухнă кашни ыйтупа тивĕçлĕ йышăну тунă.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31