Çĕршыв пуласлăхĕ - çамрăксенче

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2019 08:27 Просмотров: 175

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ял шкулĕсен форумĕ иртрĕ. Унта çавăн пекех кỹршĕллĕ Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи пĕлỹ çурчĕсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Форум тĕллевĕ çамрăксене кирлĕ професси суйласа илме пулăшса унпа пурнăç çулĕ çине тăрса ялсен территорийĕсене аталантарма явăçтарасси пулчĕ.

Мероприяти пуçланиччен Раççей ялĕсен аталанăвне çутатакан видеоролик пăхрĕç. Форума Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева уçрĕ. Наталия Борисовна кĕскен шкул çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕ. Паян кунти вĕренỹ çуртне пĕлỹ пухма 1023 ача çỹрет. Кашнийĕшне аталанма условисем çитеççĕ. "Шкул ачисен гражданла-патриотла воспитанийĕ", "Çивĕч ăслă ачасем", "Социаллă-культурăллă çăл куçсем", "Ĕç гимнĕ", "Раççейри шкул ачисен юхăмĕ" тата ытти район, республика шайĕнчи социаллă проектсен пилотлă площадкисем ĕçлеççĕ.

Форума "Раççейри шкул ачисен юхăмĕ" пĕрлешỹ, Чăваш Республикин вĕрентỹпе, çамрăксен политики министерстви, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелерĕ. Модераторĕ "Раççейри шкул ачисен юхăмĕн" республикăри координаторĕ Н. Иванова пулчĕ.

Пленарлă дискуссие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов хутшăнчĕ. Леонид Валерьевич паянхи кун районти хуçалăхсем мĕнлерех аталанса пынипе паллаштарчĕ. Пĕрлех ял хуçалăхĕнче, промышленноçра хăш специалистсем (трактористсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, технологсем, поварсем...) çитменнине палăртрĕ. Тăван яла юлакансем район экономикине тĕреклетме пулăшасса шанчĕ.

- Мал ĕмĕтлĕ, анлă тавракурăмлă, ăста кадрсене ытти отрасльсенче те кĕтеççĕ. Вĕрентỹ управленийĕ квалификациллĕ физиксене, математиксене, информатиксене, физкультура учителĕсене, программистсене... хапăлласах йышăнать, ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Методистсем çитмеççĕ. Ку вĕренỹ çулĕнчен 13 çамрăк специалист педагогика ĕçне кỹлĕнчĕ. Хăвăр пултарулăхăра кура малашлăхра кирлĕ професси суйласа илме тăрăшăр. Ялсен малашлăхĕ сирте. Хăйĕн умне тĕллев лартакан çакна пурнăçлаятех,- терĕ вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова.

Калаçăва хутшăннă Чăваш Республикинчи Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти ĕç тăвакан комитечĕн пуçлăхĕ Н. Косыев та çамрăксенче малашлăхăн пуласлăхĕ пулнине палăртрĕ.

Л. Кузнецов чыслă лару-тăрура творчествăри ăнтăлушăн Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă яш-кĕрĕме свидетельствăсем пачĕ.

Мероприятие хутшăннисем малалла тĕрлĕ ушкăна уйрăлса ĕçлерĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул тата вĕрентỹ управленийĕн психологĕсем "Профессие кĕресси" площадкăна хутшăнакансемпе тренинг ирттерчĕç. Шкултан вĕренсе тухакансем хăйсем малашлăхра кам пуласса уçăмлатма пулăшрĕ çакă.

"Ял хуçалăх отраслĕн малашлăхĕ" секцинче выпускниксем Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн ертỹçи С. Кальметов тата Патăрьелĕн-чи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Л. Лялина (унта агрокласс пур) ертсе пынипе тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатрĕç.

"Ял территорийĕнчи медицина, вĕрентỹ, культура социаллă политики", "Техника отраслĕн-чи çĕнĕ технологисем" площадкăсенче калаçăва И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультечĕн архитектура, дизайн кафедра заведующийĕ Л. Сакмарова, Мускаври политехника институчĕн аслă преподавателĕ А. Чопик, преподавателĕ М. Павлова, медицина факультечĕн 5 курс студентки О. Брагина хутшăнчĕç.

"Санăн професси карьери" калаçу тĕпелĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева, педагогĕ Е. Краснова, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инспекторĕ С. Кошкина пулчĕç.

Кашнийĕшĕнчех ку чухнехи ял хуçалăх лару-тăрăвне тишкерчĕç, малашлăхне палăртрĕç, кирлĕ профессисене шута илчĕç. Унта хутшăнакансене сертификатсем пачĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31