"Айхи вулавĕсем"

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2019, 08:31 Просмотров: 505

 

Геннадий Айхие тата чăваш поэзине кăмăллакансем 13-мĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула "Айхи вулавĕсем" поэзи фестивальне пухăнчĕç.

Г. Айхин малтанхи сăввисем 1940 çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Г. Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă. Çавăн пекех "Чăваш поэзийĕн антологине" итали, венгр, акăлчан тата француз чĕлхисемпе уйрăмшар кĕнекен кăларнă. Геннадий Николаевич - Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ.

Районти шкулсенчи 78 вĕренекен явăçрĕ конкурса.

"Геннадий Айхи ачалăхĕнчи самантсем…" ятлă театрализациленĕ сыпăксене пăхса киленчĕç. Çĕньял тата Патăрьелĕнчи ача-пăча ỹнер шкулĕн театр уйрăмĕнче вĕренекенĕсем А. Антонова преподаватель ертсе пынипе Ева Лисина çырнă "Çĕньял ачисем" кĕнекери калавсем тăрăх хатĕрленĕ сыпăксене тĕлĕнмелле ĕнентерỹллĕ выляса кăтартрĕç. Г. Айхи сăввисене 5-9 классенче вĕренекенсем илемлĕ вуларĕç.

Мероприятие М. Мадюкова ертсе пычĕ. Конкурса килнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене район администрацийĕ ячĕпе социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Куданова саламларĕ. Шкул директорĕ К. Иванова пурне те ăнăçусем сунчĕ.

Красномайски ялĕнче пурăнакан П. Семенов хăй студент чухне Г. Айхипе тĕл пулса калаçнă самантсене аса илчĕ, аслă поэтăмăра халалласа çырнă сăввисене вуларĕ.

Конкурс 2-4, 5-7, 8-10 классенче вĕренекенсем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ.

"Г. Айхи сăввисене вуласси" номинацире Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 4 класра вĕренекен Я. Головина (вĕрентекенĕ - В. Солдатова), Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 6 класра вĕренекен А. Сироткина (С. Чихина), Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 8 класра вĕренекен К. Кошкина (М. Иванова), "Поэт юбилярсен сăввисене вуласси" номинацире -Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 4 класра вĕренекен М. Кошелева ( З. Васильева ), Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче 5 класра вĕренекен А. Макарова (С. Кулакова), Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 9 класра вĕренекен Т. Тарасова (И. Кудряшова ) чи маттурисем, çĕнтерỹçĕ-сем пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсемпе чысларĕç.

Е. ПЕРЕПЕЛКИНА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика