Воин-интернационалиста асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2019 08:39 Просмотров: 143

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул спорт залĕнче тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе йăлана кĕнĕ турнир иртрĕ. Ăна воин-интернационалиста, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне, çак шкултан вĕренсе тухнă Р. Куликова халалларĕç.

Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструтура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Хакимов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов, республикăри тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Ф. Чабатов, Рифкатăн тăван пиччĕшĕ Рашит Куликов, Чăваш Республикинчи тутар наци культура автономийĕн председателĕ Ф. Гибатдинов, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов, шкул директорĕ Г. Сабитова тата ыттисем саламларĕç. Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ, обществăлла палата членĕ М. Хайбуллов пил парса ăнăçусем сунчĕ.

Кĕрешỹçĕсем 7 виçе категорийĕпе вăй виçрĕç. 30 килограмм таяканнисенчен Пăвари А. Сулейманов, 40, 50, 60 килограмран каяраххисенчен Шăнкăртамри С. Асейнов, Д. Хасянов, Тутар Сăкăтĕнчи И. Хакимов, вĕсенчен йывăртараххисенчен Шăнкăртамри А. Иш- муратов, И. Карама, Р. Садаров пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31