Çĕнĕ йышăну

Категория: Публикации Опубликовано: 04.03.2019 08:45 Просмотров: 163

 

ЧР Аслă сучĕн президиумĕ надзор йĕркипе тишкерсе Чă- ваш Енĕн çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ пулнă Иван Исаев тĕлĕшпе çĕнĕ йышăну тунă.

Исаева саккуна пăсса уйрăмах пысăк виçепе вăрман каснă тесе Уголовлă кодексăн 260 статйин 3-мĕш пайĕпе 2015 çулта айăпланăччĕ, 4 çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварнăччĕ. Сиен виçине калама çук пысăк палăртнăччĕ - 260 миллион тенкĕ саплаштармалла.

Çакна пула министр должно- çĕнчен кайнăскер хăйĕн айăпне йышăнман, ЧР Аслă судне апелляци çырнă, анчах ун чухне судăн пирвайхи инстанцийĕн приговорĕ вăйра юлнă. Экс-министра хỹтĕлекен ен пурпĕр парăнман, Мускавра тĕрĕслĕх шыранă. Çакă усă кỹнĕ. РФ Аслă сучĕ унăн кассаци çăхавне шута илсе тивĕçлĕ сĕнỹ панă май иртнĕ эрнере Чăваш Ен Фемиди хăйĕн унчченхи йышăнăвне улăштарнă _ Исаев ĕçне Шупашкарти Ленин районĕн судне çĕнĕрен тишкерме панă. Ăна- кăна чухлакансен шучĕпе, енчен те суд ăна тỹрре кăларчĕ-тĕк _ Иван Васильевичăн хăйне патшалăх службине тавăрмашкăн ыйтма та ирĕк пулĕ.

Д. АНТОНОВ

 

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31