Пуш уйăхĕ кăмăллă ирттĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019 10:23 Просмотров: 261

ÇУРКУННЕН пĕрремĕш уйăхĕ малтанах кăмăллă уявсенчен пĕри - Хĕрарăмсен кунĕ- пулнипе паллă. Районти çул-йĕр инспекторĕсем ытти çулсенче хĕрарăм-водительсене çак уявпа саламласа тата телейлĕ çул сунса чĕрĕ чечексем парнелекенччĕ. Кăçал çак йĕрке пулĕ е пулмĕ, анчах та мартăн 7 - 8-мĕшĕсенче пакунлисем "Нетрезвый водитель" операципе рейда тухасси паллă. Çавăнпа та никамăн та уяв кунĕнче хăна пулнă хыççăн руль умне ларса теветкеленмелле мар.

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăра "Автобус", 22-мĕшĕнче "Пешеход. Пешеходный переход", 26-мĕшĕнче "Дети. Детское удерживающее устройство" операцисем иртеççĕ. Çул-йĕр инспекторĕсем ятарлă кунсенче тĕрĕслеве пушшех вăйлатаççĕ. Çавăнпа та çуран çỹрекенсен те, руль умне ларнă яваплă çынсен те çул-йĕр правилине çирĕп пăхăнмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2