Килĕштерсе вăй хунăран районăн малашлăхĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019 10:33 Просмотров: 256

Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх депутачĕсем, предприяти-организаци ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе старостăсем, агропромышленность комплексĕн тата Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшнă ветерансем иртнĕ эрнекун, мартăн 1-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен тата кăçалхи тĕллевсене палăртма йĕркеленĕ канашлăва пухăнчĕç. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ С. Енилина, район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов хутшăнчĕç.

Мероприяти сумлă та савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Сцена çинче "Булат" пĕрлешĕвĕн кран машистне М. Минабутдинова строительствăра чылай çул тата тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" сумлă хисепе илнĕ ятпа тата професси тĕлĕшĕнчен "Чи лайăххи" номинацие тивĕçнисене чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов доклад тума тухсан залра ларакан кашни çын унăн сăмахне тăнласа итлесе ларчĕ. Рудольф Васильевич иртнĕ çулхи кăтартусене (вĕсемпе хаçатăн мартăн 1-мĕшĕнче тухнă 15-мĕш номерьте тĕплĕн паллашма май пур) пĕтĕмлетнĕ май çитменлĕхсене те асăнса хăварчĕ, çавăн пекех кăçал пурнăçламалли тĕллевсене те каларĕ. Чăнах та, Юхмапа Пăла тăрăхĕн социаллă экономика пурнăçне аталантарассишĕн сахал мар тăрăшнă, анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. 2018 çулта "сăрă" шалăва чакарса, çĕрпе тата укçа кĕртекен ытти çăл куçсемпе усă курса пĕрлехи тупăша 5,5 процент ỹстерме палăртнă. Ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹре, медицинăра, культурăра тата ытти отрасльте те тунă ĕçсем, çитĕнỹсем пурте пĕрле килĕштерсе, ăнланса вăй хунипе пулаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн тĕп пуянлăхĕ маттур та ĕçлĕхлĕ çынсем пулнине район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов темиçе хутчен те пĕлтерчĕ.

Район тăнăç тата тĕрĕс çулпа аталанса пытăр тесе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем те тăрăшнине каларĕ район пуçлăхĕ М. Петров сăмах илнĕ май. Михаил Владимирович çавăн пекех патшалăх паракан пулăшусем пирки те сăмах хускатрĕ.

Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкула иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче тунă. Кунта ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ пама условисем çителĕксĕр. Столовăй уйрăм çĕрте вырнаçнă, спортзал çук. Пĕлỹ çурчĕ хăй те кивелнĕ. Ялта пурăнакансен ячĕпе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин тухса калаçрĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ачасене валли вырăн çитменнине, çавна май хушма çурт кирлине пĕлтерчĕ кунта директорта ĕçлекен Г. Абейдуллова.

Темиçе çул каялла Раççей Федерацийĕн программипе килĕшỹллĕн Шăмăршă районĕнчи Хырла шывĕн территоринче тунă управран Юхмапа Пăла тăрăхне хăçан таса шыв килесси, коммуналлă хытă каяшсемшĕн пухакан укçа хисепĕ тата унăн калăпăшĕ, ял хуçалăхĕнче 30 çул ĕçленĕшĕн хушса паракан укçана илме пултаракан профессисен шутне улшăнусем тумалли тата ытти ыйтăва та канашлура хускатрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ финанс министрĕ С. Енилина трибуна умне тухсан тỹрех вĕсене хуравлама пуçларĕ. Çĕнĕ Ахпỹртре тата Шăнкăртамра шкул тата хушма объект тăвасси çак ялта пурăнакансенчен килнине, вĕсенче "сăрă" шалупа ĕçлекенсем нумаййине, налук кĕресси пĕчĕккине каларĕ. Хăшĕнче çак проблемăсене маларах татса параççĕ, çавăнта строительство ĕçĕсем пуçăнассине систерчĕ. Çỹп-çап тарифĕпе улшăнусем пуррине _ малтанхинчен 20 процент чакнине, пенсинчи çĕнĕлĕхпе хальхи вăхăтра ĕçленине палăртрĕ.

Министр район кăтартăвĕсем республика шайĕнче еплерех пулнипе те паллаштарчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ 2018 çула начар мар вĕçленĕ: ыттисемшĕн хăш-пĕр енĕпе тĕслĕх вырăнĕнче, çав вăхăтрах ют тăрăхсенчен вĕренмелли те пур. Тăрăшуллă халăх çитменлĕхсене пĕтерсе çĕнĕ çитĕнỹсем тăвасси, Раççей, республика программисене хутшăнса социаллă экономика аталанăвĕ тата лайăхланасси куç умĕнче.

О. ПАВЛОВА.

Хаклав

Анатолий ЛЯЛЬКИН, фермер:

- Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Васильевич Селиванов районăн иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех кăçалхи тĕллевсене те уçăмлăн палăртрĕ. Кăтартусем лайăх, кăна цифрăсем те çирĕплетеççĕ. Ял хуçалăхĕпе илес пулсан та çакнах каламалла. Юлашки виçĕ çулта усă курман 3216 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Хирте тыр-пул кашласан выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталанма май пур. Çавăн пекех районта патшалăх пулăшăвне туякан фермерсем те чылай. Пĕлтĕр çеç тăваттăшĕ пĕрле 10,5 млн тенкĕ тата иккĕшĕ ферма тума 10 млн тенкĕшер илнĕ. Сăмах май, эпĕ хам та икĕ хутчен гранта тивĕçнĕ.

Марина КАБАЕВА, Ишлĕри клуб заведующийĕ:

- Юлашки çулсенче республикăра, районта культура сферине аталантарассишĕн нумай ĕç тăваççĕ. Хам çак отрасльте ĕçленĕ май манăн чун хĕпĕртет. Иртнĕ çул пирĕн ялта та хуларинчен нимпе те кая мар культура çурчĕ хута кайрĕ. Вăл çутă, таса. Халăх уншăн питĕ савăнать. Маларахри çул Ыхра Çырминче тунăччĕ. Çавăн пекех клубсене çĕнетессипе, модернизацилессипе те сахал мар тăрăшаççĕ. Лайăх, хăтлă çĕрте ĕçлеме те, тин туяннă аппаратурăпа усă курса мероприятисем йĕркелеме те çăмăл, ял халăхне канма та кăмăллă.

Районта малашне те культурăна аталантарассишĕн тĕрлĕ программăна хутшăнса клубсем хăпартма, çĕнетме палăртаççĕ. Республика, район ертỹçисене çакăншăн тавах!

А. КОЛЬЦОВ, Турханти вăтам шкулта вĕренекен:

- Çынна ырă туни çĕре ỹкмест, теççĕ. Чăн та иккен. Турханти вăтам шкулта "Ырă чĕресем волонтерсен" ушкăнĕ ĕçлет. Мĕн тĕрлĕ çеç акцие хутшăнмастпăр-ши эпир? Кивĕ хут, пылак шывсен савăчĕсен усă курнă пăккисене, консерва банкисене, батарейкăсене пухассине йĕркелерĕмĕр. Мĕншĕн вĕсене кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахса сывлăша вараламалла? Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтаракан ытти акцисем те йĕркелетпĕр. Палăк таврашĕсене тирпейлĕ тытса тăма явăçатпăр. Аслă çулхи çынсене пулăшма тăрăшатпăр тата ытти те. Ỹркенменлĕх мана Пĕтĕм Раççейри "Доброволец России -2018" конкурсăн регионти тапхăрĕнче çĕнтерсе Мускаври форума хутшăнма тата "Районти чи лайăх волонтер" ята тивĕçме май пачĕ. Çаксемшĕн хĕпĕртетĕп те.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2