Техникăна вăхăтра юсамалла, тĕрĕслев витĕр кăлармалла

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019, 10:40 Просмотров: 461

Районти патшалăх техника надзорĕнче паяна 1615 единица техникăна шута илнĕ. Çула тухма, ĕçе пуçăнма шанчăклă пултăр тесен вĕсене çулленех Раççей Правительствин "Раççей Федерацийĕнчи патшалăх техника надзор органĕнче регистрациленнĕ тракторсен, çул-йĕр строительствинче хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен, прицепсен пахалăхне пăхас тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттересси çинчен" калакан постановленипе килĕшỹллĕн республикăра, çавăн пекех районта та организаци-предприятин, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен тракторĕсене, кăкарса çỹремелли хатĕрсене мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен тĕрĕслев витĕр кăлармалла.

Çур акине хутшăнакан техникăна апрелĕн 2 - 16-мĕшĕсенче хатĕррисен ретне лартмалла. Çакна валли вĕсене тĕплĕн юсамалла, сăрламалла. Ятарлă комисси Патăрьел ял тăрăхĕнче апрелĕн 2 тата 16-мĕшĕсенче, Тăрăнта - 3, Сăкăтра - 4, Первомайскинче - 5, Алманчăра, Кзыл Чишмара, Тутар Сăкăтĕнче - 8, Ыхра Çырминче, Çĕнĕ Ахпỹртре - 9, Туçара - 10, Нăрваш Шăхалĕнче, Шăнкăртамра, Çĕньялта - 11, Турханта, Шăхачра - 12, Аслă Чементе, Хирти Пикшикре - 15, Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсенче апрелĕн 16-мĕшĕнче пулать.

Промышленность тата строительство организацийĕсенчи техникăна - майăн 16-мĕшĕнче, выльăх апачĕ хатĕрлекеннисене - июнĕн 1-мĕшĕнче, вырмана хутшăнаканнисене июлĕн 13-22-мĕшĕсенче тĕрĕслеççĕ.

Пĕлтĕр техникăн 52 процент ытларахăшĕ (республикăри пекех) тĕрĕслев витĕр тухнă.

Тракторсемпе прицепсене тата кăкарса çỹремелли агрегатсене хатĕррисен ретне лартассипе Туçа, Çĕнĕ Ахпỹрт, Кзыл Чишма, Нăрваш Шăхаль, Аслă Чемен, Шăхач, Пикшик, Ишлĕ ял тăрăхĕсенче аван ĕçлеççĕ. Алманчă, Тутар Сăкăт, Сăкăт, Ыхра Çырми, Шăнкăртам, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсен вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче ятарлă комисси членĕсем техника мĕнле шайрине пăхаççĕ, çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратманнине, çут çанталăка вараламаннине палăртаççĕ. Çавăн пекех май уйăхĕнче "Частник", августра "Трактор" профилактика мероприятийĕсем, вĕсем хушшинче ытти районти патшалăх техника надзорĕн тата çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕрлехи рейдсем пулаççĕ. Тракторсене тата хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсене тĕрĕслев витĕр кăларманнисене, йĕркене пăснисене административлă явап тыттараççĕ.

И. ВАСИЛЬЕВ, патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика