Çулталăка пĕтĕмлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019, 10:49 Просмотров: 484

Çак кунсенче Патăрьел район сучĕ 2018 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва Чăваш Республикинчи Аслă суд председателĕн çумĕ П. Васильев, Чăваш Республикинчи Аслă судăн судйи В. Степанов, Патăрьел район сучĕн председателĕ В. Елдратов, район сучĕн суд- йисем, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи мировой судьясем, район прокурорĕ Н. Осипов, суд коллективĕсем хутшăннă.

Çулталăк итогĕпе йĕркеленĕ канашлура Патăрьел район сучĕн председателĕ В. Елдратов иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарнă.

2018 çулта Патăрьел район сучĕ пĕрремĕш инстанцири 77 уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вăл кашни уйăха 1,5 ĕç тивĕçет. Вĕсенчен 16-шĕ суд йышăнăвĕпе килĕшмен, 13-шĕ çавăн пек йышăнупах юлнă, 20 уголовлă ĕçе аппеляци йĕркипе çĕнĕрен пăхнă.

Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе пĕрремĕш инстанцинче пăхса тухнă 880 гражданла ĕçрен 45-шĕ суд йышăнăвĕпе килĕшмен, 36 ĕçĕ çавăн пек йышăнупах юлнă. Çавăн пекех район сучĕ административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă ĕçсемпе те йышăнусем кăларнă. Йĕрке хуралне кĕнĕ 375 ĕçрен 75-шне апелляци йĕркипе иккĕмĕш хут пăхса тухма тивнĕ.

Районти мировой суд вăйĕпе 2018 çулта 128 уголовлă, 1529 гражданла, 2694 административлă ĕçсене вĕçне çитернĕ.

Канашлура суд ĕçĕ пирки пĕтĕмĕшле пай начальникĕ А. Самарин та отчет туса панă. Районти суд работникĕсен итоглă канашлăвне хутшăннă май ЧР Аслă суд председателĕн çумĕ П. Васильев республикăри суд системи умĕнчи тĕллевсене çивĕчлетнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика