«Професси тĕлĕшпе чи лайăххисем»

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019, 10:53 Просмотров: 465

Массăллă професси ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене пропагандăлас, ялти пурнăç условине тата пахалăхне ÿстерес, ял хуçалăх производствипе социаллă пурнăçа аталанма тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе районта «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи»  ята 17 номинаципе  пама йышăннă.

 

«/сентăран отраслĕн чи лайăх ĕçченĕ»  -  Н. А. Иванов, «Исток»  çĕр ĕç фирмин уй-хир бригадирĕ.

«Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн чи лайăх ĕçченĕ»  -  Г. Д. Мышина, тулли мар яваплă  «Авангард» пĕрлешĕвĕн  «Патăрьел беконĕ» филиалĕн цех начальникĕ.

«Чи лайăх фермер»- А.П. Лялькин, фермер хуçалăх ертÿçи.

«Чи лайăх ветеринари ĕçченĕ»-  А.И. Демидова, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин аслă ветврачĕ.

«Чи лайăх экономист-бухгалтер»-  О.О. Рубцова,  «Чăваш Республикин Патăрьел районĕ» вырăнти хăй тытăмлăх  финанспа хуçалăх тивĕçтерÿ центрĕ»   хысна учрежденийĕн аслă бухгалтерĕ.

«Чи лайăх предприниматель»- Л.Н. Шамбазова, индивидуаллă предприниматель, «Лилия» чечек салонĕн директорĕ.

«Чи лайăх обществăлла апатлану ĕçченĕ»  -  Е. П. Солдатова, индивидуаллă предприниматель, «Браво» кафе директорĕ.

«Чи лайăх суту-илÿ ĕçченĕ»- Г.И. Земдиханова, «Халяль» магазин директорĕ.

«Чи лайăх строитель»- Р. М. Айзатуллов, тулли мар яваплă «Булат» пĕрлешÿ мастерĕ.

«Çул-йĕр хуçалăхĕн чи лайăх ĕçченĕ»-  В.В. Яковлев, тулли мар яваплă «Шыгырданы»  строительство компанийĕ» пĕрлешÿ мастерĕ.

«Чи лайăх вĕрентÿ ĕçченĕ»  - С. П. Кулакова, Ыхра Çырминчи вăтам шкул  учителĕ.

«Чи лайăх медицина ĕçченĕ»- А. В. Кольцов, Турханти врач амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕ.

«Чи лайăх культура ĕçченĕ»- М. Н. Кабаева, Ишлĕри культура çурчĕн заведующийĕ.

«Социаллă сферăн чи лайăх ĕçченĕ»- Н. В. Соловьева, Патăрьелĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн юрисконсульчĕ.

«Чи лайăх муниципаллă служащи»-  А. Н. Тарасова, Çĕньял ял тăрăх администрацийĕн специалист-эксперчĕ.

«Чи лайăх спортсмен»- Ю. Л. Никитин, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çăмăл атлетика уйрăмĕн выпускникĕ.

«Чи лайăх волонтер»- А. А. Кольцов, Турханти вăтам шкулти 8 класра вĕренекен.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика