Атте килĕнчен пуçланаççĕ чунри чи таса ĕмĕтсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019 10:57 Просмотров: 140

50 çула яхăн пĕр сывлăшпа, пĕр шухăшпа пурăнаççĕ Чăваш Ишекĕнчи Пантелеймон Андреевичпа Лидия Михайловна Шихрановсем, ваттисен пиллĕхне асра тытса тĕп кил вучахне сỹнме памаççĕ, хăйсем хыççăн тарăн йĕр хăварса пыраççĕ. Эпир, ачисем, ĕçчен, тăрăшуллă, вăй-халлă, шанчăклă… атте-аннепе мухтанатпăр, тивĕçлипех мăнаçланатпăр.

Атте, вăрçă ачи, кỹршĕри Ыхра Çырми ялĕнчи шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Патăрьелне çỹренĕ, пĕлỹ илес килни 30 çухрăма парăнтарнă. Хĕллехи вăхăтра çеç хваттерте пурăннă. Шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать, учитель пулас ĕмĕтпе çунатланать. Анчах та укçи-тенки çитменни ура хурать, вĕрентекен пулас ĕмĕт хыçала юлать. Колхоза ĕçе вырнаçать, учетчик, счетовод пулса ĕçлет. Унтан лаша кỹлсе выльăх апачĕ турттарать. Асанне кăçатă тума ăста пулнăран ачисене те çак ĕçе вĕрентет. Çăм атă туса, выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç çитĕнтерсе, сутса, пус çумне пус хушса укçа пуçтарса пỹрт лартма вăй çитереççех. Анчах та аттен вĕренме каяс шухăш пуçран кайман. Ĕмĕчĕ тутлă та çимĕçĕ йỹçĕ пулнă çав. Канаш чукун çул училищине кайса кĕрет, унта вĕренме пуçлать çамрăк каччă. Тум-тирпе те тивĕçтернĕ, 3 хут тỹлевсĕр апат çитернĕ, пурăнмалли кĕтес те панă кунта. Пĕр çул хыççăн каçхи техникумра вĕренме пикенет. Алла документ илсен салтака каять. Виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн тăван çĕре таврăнать, тỹрех Шупашкара çул тытать. Педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланать. Аслă пĕ- лỹллĕ вĕрентекен пулса таврăнать тăван яла. Каçал тăрăхĕнче ĕçлеме сĕнеççĕ аттене. Çав çулах пĕрле вĕреннĕ чухнех паллашнă хĕре, аннене качча илет.

Пĕр вăхăт Комсомольски районĕнчи Йỹç Шăхаль шкулĕнче ĕçленĕ çамрăк мăшăр. 7-8 çухрăм кашни кун киле çуран çỹренĕ. Пĕтĕм пултарулăхне, чун ăшшине шкулти ачасене панă, вĕсемпе савăннă, куляннă. Атте кунта малтанхи кунсенчех сулăмлă утăмсем тăвать. Тăватă çул вăй хурса, ĕçре пысăк тимлĕхпе палăрнăскере, Явăш ялĕн шкул директорне суйлаççĕ. Анчах та ялта асанне пĕчченех пулнăран тăван киле таврăнаççĕ, çывăхарах, кỹршĕри Ыхра Çырми шкулĕнче ĕçлеме пикенеççĕ.

Кĕçех атте пуçарнипе ялта çĕнĕ шкул çуртне ниме пуçтарса купаласа лартаççĕ, кĕске вăхăтра хута яраççĕ. Директор лавне туртма аттенех шанаççĕ. Шкул чысне малта тытса пырассишĕн чылай вăй хучĕ вăл, анне те мĕн пенсие кайиччен кĕçĕн класс ачисене вĕрентрĕ.

Аттепе аннен иккĕшĕн те пĕр шухăш-тĕллев - ачасене тĕрĕс воспитани парса тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çитĕнтересси пулнă. Ял-йыш усал калаçасран çав тери шикленнĕ. Пăртак çунат сарма пуçласанах ĕçе юратма хăнăхтаратчĕç, тус-тăвана чунтан савма вĕрентетчĕç. Халь мĕн ĕмĕтленни пурте пур. Çемьере икĕ хĕр те тăватă ывăл çитĕнтĕмĕр эпир. Атте-анне ĕмĕчĕсене тỹрре кăларма тăрăшрăмăр. Аннен ыр кăмăллăхне, аттен çирĕплĕхне туйса ỹсрĕмĕр. Ырă енĕсене тĕслĕх вырăнне хурса вĕсем пек пулма тăрăшрăмăр. 12 мăнук, икĕ кĕçĕн мăнук халь вĕсен. Йăх тăсăлнишĕн хĕпĕртеççĕ.

Ватлăх туяпа юнать пулин те сывлăх пирки ỹпкелесех каймаççĕ-ха аттепе анне. Ытларах утма тăрăшаççĕ вĕсем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Кĕреçе, сенĕк аврисем ăсталать атте, кил картинче юр тăкать. Анне çăм арлать, чăлха-нуски çыхать. Хаçат-журнал вулаççĕ, телевизор кураççĕ, радио итлеççĕ. Килте пĕччен марришĕн, сăмах хушма та çын пурришĕн хĕпĕртеççĕ.

Атте пирĕн çав тери йывăç лартма кăмăллать. Çулсерен вуншар тĕп тĕрлĕ йывăç лартать, шăварать, çил-тăвăл тустарасран, юр хуçасран тĕревлет. Сăнасах тăрать. Хăрнă, хуçăлнă йывăç вырăнне çĕннипе улăштарать. Пахча хыçĕнче унччен тарăн çырмаччĕ, халь атте вăрманĕ кашласа ларать, мĕн тĕрлĕ йывăç ỹсет унта! Панулми, слива, груша, винограчĕ те ытам тулли çырлине парать çулсерен. Питĕ чаплă, хăтлă мунча ăсталаса лартнă унтах аттен ылтăн алли. Çавăнтах çăл куç тапса тăрать. Çăтмах пахчи тейĕн. Чи юратнă вырăн пирĕн çемьешĕн атте пахчи. Çавăн чухлĕ нушине курнăран вăрманĕ те хĕрхенсе хăйĕн сиплĕхне парать пуль аттене.

Тăван кил пĕрре те пушă тăмасть. Кашни уяврах пỹрте шăнăçайми çын пуçтарăнать. Туртать хăй патне, васкатпăр çывăх çыннăмăрсем патне. Мĕнле аван атте-анне килне килсе кĕме. Пỹрт алăкĕнче çăра çакăнса тăмани - пысăк савăнăç!

С. КУЛАКОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31