Саламлаççĕ, ыр сунаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019, 11:01 Просмотров: 479

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьелĕнче пурăнакан М. Енилина 80 çул тултарчĕ. Çăмăлах пулман Мария Ивановнан ачалăхĕ. 2 çулта чухнех ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Амăшĕ унпа тата çие юлнă уйăхри хырăмĕпе тăрса юлнă. Иккĕмĕш хĕрĕ кун çути курнă тĕле ашшĕ вăрçă хирĕнче куçне хупнă.

Çуралнă чунсене амăшĕ ура çине тăратнах. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхозра тăрăшнă. Килти хуçалăхра сурăх, чăх-чĕп тытнă. Пасар урамĕнче пурăннăран унта килекенсене хваттере янă.

"Паянхи пек астăватăп. Пĕр çулхине шăтăкри çĕр улми шăнса кайнăччĕ. Ăна та сая яман. Крахмалĕнчен икерчĕ пĕçерсе çинĕ. Вут чĕртме шăрпăк пулманран кỹршĕсен мăрйинчен çулăм тухасса кĕтсе ларнине те манас çук. Вутă пултăр тесе Хурама Твар вăрманне хăрăк-турат пуçтарма каяттăмăр. Мĕн чухлĕ хăраман-ши, шăнман-ши тата?" - аса илет Маня аппа.

7 класс хыççăн ферма чăх-чĕп пăхма кĕнĕ хĕр. Каярахпа пăрусем патне куçнă. Мускав облаçне торф кăларма та кайнă. Кăштах тум-тир туянас тесе укçа ĕçлесе илес тенĕ. Анчах ир такăнсан каçчен, теççĕ мар-и? Амăшĕнчен çыру илнĕ хĕр. Унта çак йĕркесене вуланă: "Вăйлă çил пỹрт тăррине сỹсе кайрĕ". Вара Маня пухнă кĕмĕлне киле ярса панă.

Яла таврăнсан каллех колхоза ĕçе кỹлĕнет. Вăр-вар та тăпăл-тăпăлскере В. Енилин конюх куç хывнă. Владимир Павловичпа Мария Ивановна 1961 çулхине пĕрлешеççĕ. Çулталăкран хĕр çуралать Енилинсен. Унтан ăрăва малалла тасакансем тата та çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсенчен паянхи куна пиллĕкĕшĕ пурăнаççĕ.

Колхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, каярахпа та ĕçлет Маня аппа. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçет. Ури утнă, куçĕ курнă май пĕрре те ахаль лармасть. Чăлха-нуски çыхать, пахча-çимĕç ỹс- терет, выльăх-чĕрлĕх пăхать.

50 çул пĕрле пурăннă мăшăрĕ вилни çеç хавшатать.

Чунĕпе сăпайлă, кăмăлĕпе ырă, тараватлă Маня аппа. Çавăнпа вĕсем патĕнчен çын татăлмасть. Кирек кама та пулăшма тăрăшать. Ал-ура сыпписене лартма пĕлнĕрен нушапа килекенсене каялла ямасть.

Çулталăк каялла пĕртен-пĕр йăмăкне юлашки çула ăсатрĕ.

Мария Ивановна 9 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Енилинсен ăрăва малалла тăсаканĕсем пурте çывăхра пурăнаççĕ. Юля Вăтаелне качча тухнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех поварта ĕçленĕ. Валя Вăрнарти хими заводĕнчен пенсие тухнă. Галя, ачаранах сусăрскер, амăшĕпе тăван килте пурăнать. Альбина садикре воспитательте ĕçлет. Павлик "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕнче трактористра тăрăшать.

Паянхи кун Маня аппа хăйне телейлĕ тесе шутлать. Тивĕçлĕ канурисене тимлĕх уйăрнăшăн Раççей, Чăваш Ен Правительствисене тав тăвать. Ял хуçалăхĕнче ĕçленисене хушма укçа панăшăн савăнать.

Ачисем те савăнаççĕ çумра амăшĕ пурришĕн. Унпа мухтанаççĕ. Çывăх çыннин сăнне пăхса, сывланине туйса тăнипе хавхаланаççĕ. Амăшĕ паянхи кун панă канашсемшĕн хĕпĕртеççĕ. Тунă йăнăшсемшĕн, кулянтарнăшăн каçару ыйтаççĕ, çĕре çити пуç таяççĕ. Çуратса ỹстернĕшĕн тав тăваççĕ.

Юбилей ячĕпе саламласа амăшне çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунаççĕ. (500).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика