Паттăр ячĕпе

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019, 09:49 Просмотров: 443

Павел Ефимович Кузнецов Анат Туçа ялĕнче 1920 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Виçĕ хутчен аманнă. Паттăрлăх кăтартнăран 1944 çулта Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Анчах çакна пĕлмен. Награда паттăра 15 çултан çеç шыраса тупнă.

Ял халăхĕ çĕршыв хỹтĕлевçине манмасть. Ăна асра тытса çулленех пуçламăш шкул-садра йăлана кĕнĕ спартакиада иртет. Кăçалхине 6 команда хутшăнчĕ. Спорта кăмăллакансем волейболла, шашкăлла вылярĕç, дартс енĕпе ăмăртрĕç, винтовкăран печĕç, канат туртрĕç.

Спорт уявĕ ячĕпе Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов, П. Кузнецовăн хĕрĕ А. Мышкина, С. Сурковпа П. Перепелкин депутатсем, ветерансенчен А. Фролов саламларĕç.

Хĕрарăмсен командисенчен шкул-сад коллективĕнче ĕçлекенсем харсăр пулчĕç. Арçынсен ушкăнĕнче "Центральная", "Хуторская", "Школьная" урамсенче пурăнакансене палăртмалла.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика