Сывлăх - хаклă пуянлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019 09:55 Просмотров: 261

Сывлăх - кашни çыншăн хаклă пуянлăх. Ăна сутакан çук, укçалла та илеймĕн. Çынсем пĕлĕшĕсене, тăванĕсене тĕл пулнă е уйрăлнă чухне пĕр-пĕрне çирĕп сывлăх сунаççĕ. Вăл пире ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсене пурнăçлама, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Çын хăйĕн сывлăхне упрасан тата çирĕплетсе пырсан унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулĕ.

Ачасен сывлăхĕ мĕн пĕчĕкренех çирĕп пултăр тесе пуçламăш классенче вĕрентекенсем нумай вăй хуратпăр. Çак тĕллевпе тĕрлĕ калаçу ирттеретпĕр, сиенлĕ йăласемпе туслашмалла маррине, сывлăхăн тусĕсем физкультура урокĕсемпе спорт вăййисем пулнине ăнлантаратпăр. Физкультура урокĕсене юратчăр, спортпа туслашчăр тесе класс тулашĕнчи ĕçсем йĕркелетпĕр. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем "Хаваслă старт", "Кĕрхи тата çурхи кросс", "Йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртусене кăмăллаççĕ.

Шкулта иртекен спорт мероприятийĕсене ашшĕ-амăшне хутшăнтарсан тата витĕмлĕрех пуль тесе шутлатăп. Çавăнпа та Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалласа "Атте, анне, эпĕ - спортпа туслă çемье" вăйă ирттеретĕп. Шкул - ачасен иккĕмĕш килĕ. Çак вăййа ирттернĕ чухне пĕрремĕшпе иккĕмĕш кил пĕрлешеççĕ.

Ку хутĕнче 1-3 класра вĕренекен ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ. Сакăр çемье кăмăл турĕ: Горшковсем, Беззубовсем, Крысовсем, Немцевсем, Никитинсем, Торговцевсем, Жуковсем, Казаковсем. Вĕсем тĕрлĕ конкурсра хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Хĕрỹ тупăшура "Çăлтăр" команда (Крысовсен, Казаковсен, Немцевсен, Жуковсен çемйисем) тавçăруллăрах, вăр-вартарах, хăюллăрах пулни палăрчĕ. Уяв питĕ интереслĕ иртрĕ.

Л. МАРКОВА, Анат Туçари пуçламăш шкул-ача сачĕн вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2