Куракансене тыткăнларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 07.03.2019 10:05 Просмотров: 175

Акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен ассоциацийĕ йĕркеленипе çулсерен районта тĕрлĕ мероприяти пулсах тăрать. Ют чĕлхепе юрлассипе, сăвă вулассипе, эссе çырассипе тата ытти те.

Ассоциаци тата районти ачасен пултарулăх çурчĕ йĕркеленипе Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ачасем вырăс тата ют çĕршыв авторĕсен произведенийĕсенчен илнĕ сыпăксене акăлчанла кăтартрĕç. Театр çулне халалланă конкурса шкул директорĕ Н. Андреева уçрĕ. Унтан Г. Югаметова тата М. Галкин конкурс ертỹçисем театр ушкăнĕсене пĕрин хыççăн теприне сцена çине йыхравларĕç. Куракансене кăсăклă та илĕртỹллĕ декорацисем, куçа илĕртекен костюмсем, илемлĕ музыка, юрă-ташă чăннипех те тыткăнларĕç. Акăлчанла калаçнипе нумайăшĕ тĕлĕнтерчĕç.

Пĕри тепринчен лайăхрах хатĕрленĕ спектакль сыпăкĕсене çамрăк артистсем. 24 коллективран çĕнтерỹçĕсене палăртма çав тери йывăр пулчĕ жюри членĕсене. 4 номинацире 1-мĕш вырăнсене Пăлапуç Пашьел, Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Аслă Чементи вăтам шкулсенчи ушкăнсем тухрĕç. Первомайскинчи, Сăкăтри, Тутар Сăкăтри, Нăрваш-Шăхалĕнчи, Ыхра Çырминчи, Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри 1-мĕш, Турханти, Патăрьелĕнчи 1-мĕш тата 2-мĕш, Туçари вăтам шкулсенчи, Алманчăри, Çĕнĕ Ахпỹртри, Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи ушкăнсем 2 тата 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи З. Чабатова конкурса хутшăнакансен тата вĕсен ертỹçисен ăсталăхне палăртрĕ, çитменлĕхсене те асăнчĕ. Ачасен пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ Л. Раськина вĕренекенсем артистсенчен пĕрре те кая мар вылянине палăртса хăварчĕ, мала тухнисене дипломсем парса хавхалантарчĕ.

Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чемен ялĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31